Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АПАТ ТУЛĂХ – ПРОДУКЦИ НУМАЙ

"БЕЗДНА" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче выльăх апачĕ ытларах хатĕрлессишĕн пысăк вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра кĕрхи викăпа ыраш калчисенчен сенаж хываççĕ. Çулнă çĕрте А.Шикин, турттарса тăнă çĕрте В.Добров, Б.Тукаев, траншейăри ешĕл массăна пусăрăнтарнă çĕрте С. Харитонов пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. _ Çак траншея тулсан утă хатĕрлеме пуçлатпăр, _ терĕ А.И. Сатеев фермер. _ Апат пахалăхĕ çине чи пысăк тимлĕх уйăратпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июня 2008
00:00
Поделиться