Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тирпей-илем Воробьева çеç мар, пурне те кирлĕ...

РАЙОН центрĕнчи тирпейлĕх пирки калаçнă чух ялан тенĕ пек "Коммунальник" МУПа ят тивет. Урамра е нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче тирпей çук _ коммунальниксем айăплă, унта та кунта саккунсăр свалка тунă _ каллех эпир çылăхлă... Чăнах та, хамăр çинчи айăпа сирес теместĕп, тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшмаллине те ăнланатăп. Анчах район центрĕ тирпейлĕ те илемлĕ пуласси пиртен кăна килмест вĕт-ха. Шăмăршăра пурăнакан кашни çын _ ватти-вĕтти таранах _ çỹпĕлеме пăрахмасан йĕрке тума пулмасть те пулĕ. Çапах та ырă улшăнусем çук теместĕп. Акă, кăçал район администрацийĕ тăрăшнипе ЗИЛ автомашина шассийĕллĕ çỹп-çап пуçтармалли машинăллă пултăмăр. 800 пин тенкĕ ытла тăракан çак техникăна тулли хăватпа ĕçлеттерме тăрăшатпăр. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата урамсен вĕçĕсене контейнерсем вырнаçтартăмăр. Хакĕ пысăк пулин те _ пĕри 4 пин те 200 тенкĕ тăрать _ кунашкал контейнерсем кирлех тесе шутлатăп. Анчах çакă пăшăрхантарать: контейнера йăлари çỹп-çапа пуçтарма лартнă пулсан, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем вĕсене выльăх-чĕрлĕх тислĕкĕпе, йывăç турачĕсемпе, тĕрлĕрен ещĕксемпе тултарса лартаççĕ. Уйрăмах çакă Юбилейная урамĕнче курăнать. Малашне те кун пек пулсан, хаклă тăракан автомашинăна ватас хăрушлăх пур. Район центрĕнчи нумай урамра çỹп-çап валли урнăсем вырнаçтарнă. Шел те, пирус-сигарет пачкисене, конфет хучĕсене, сăра е шыв савăчĕсене урнăна мар, тротуарпа газон çине пăрахса хăвараççĕ. Шăмăршă урамĕсем тăрăх ĕнесемпе качакасем, хурсем ирĕклĕн çỹрени те _ йĕркеллĕ япала мар. Выльăх-чĕрлĕх усратăн тăк, хуçа пул, ирĕкре ан çỹрет. Çавăн пекех çурт умĕсенче трактор е унăн прицепне лартни те район центрне илем кỹмест. Нумай хваттерлĕ çуртсенче часах çĕнĕ счетчиксем вырнаçтарма тытăнаççĕ. Çавăнпа та саккунсăр майпа сарайсене, мунчасене, гаражсене кĕртнĕ электропроводкăсене татаççĕ. Саккунлă пултăр тесен, кашнийĕнех проект тутармалла тата ятарлă органсенчен ирĕк илмелле.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2008
00:00
Поделиться