Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ылтăн, кĕмĕл...

КĂÇАЛХИ вĕренỹ çулĕнче районти шкулсенчи 223 çамрăк 11 класс пĕтерчĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти Анна Петрова ылтăн, çак шкулти Лилия Алимова, Александр Измуков, Евгений Сабанов, Ирина Ухтиярова, Спартак Хафизов, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти Елена Денисова, Ирина Чугунова, Палтиелĕнчи вăтам шкулти Раиля Хабибуллинапа Ландыш Хамидуллова, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти Александра Алексеевапа Николай Сельцов кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. Медалистсене хĕрỹллĕн саламлатпăр, хăйсем суйласа илнĕ аслă шкулсене ăнăçлă вĕренме кĕме ырă сунатпăр. 9 класс пĕтернĕ 170 выпускникран вун тăваттăшĕ "чи лайăххи" текен аттестат илнĕ. Çав шутра çиччĕшĕ _ Шăмăршăри, виççĕшĕ _ Палтиелĕнчи, иккĕшĕ _ Чукалти, иккĕшĕ Пуянкассинчи шкулсенчен.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2008
00:00
Поделиться