Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçре, çемьере туптаннă телей

ШĂМĂРШĂРИ Карл Маркс урамĕнче пурăнакан Евдокия Ямщикова ирхине качакисене сунă, вĕсене умри çерем çине кăкарнă хыççăн мăшăрне _ Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш ушкăнĕнчи инвалидне Николай Фроловича вĕри яшка антарса пачĕ те, аллине çемье альбомне илчĕ. Альбом листисене пĕрин хыççăн теприне уçса пынă, вĕсенчи сарăхма пуçланă сăн ỹкерчĕксене тимлĕн тишкернĕ май, çак кунсенче 80 çул тултарнă сумлă ĕç ветеранĕн куçĕ умне пурнăçри тĕрлĕ тапхăрсемпе уйрăм самантсем ытарлăн тухса тăчĕç. Евдокия Вазанова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1928 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Васан ялĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралнă. ХХ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче çуралнă ытти нумай-нумай тантăшĕсенни пекех, унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. _ 1941 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче эпĕ Васанти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм, _ каласа парать Евдокия Ильинична. _ Учительница пулас ĕмĕтпе, тивĕçлĕ документсем пухса Патăрьелĕнчи педагогика училищине леçсе патăм. Тепĕр эрнеренех хаяр вăрçă пуçланса кайрĕ. Апла пулин те ĕмĕте татас темерĕм, экзаменсене ăнăçлă тытса студентка пулса тăтăм. Яшсемпе хĕрсене партта хушшинче нумаях ларма май килмен _ вĕсене сентябрĕн иккĕмĕш декадинчех Чăваш Сăкăт колхозĕн уй-хирне ĕçлеме янă. Унта студентсем тырă кĕлтисем çыхса сурата хывнă, лавсем çине тиесе йĕтеме ăсатнă. Ашшĕ, Илья Андреевич, тата аслă тетĕшĕ, Владимир, фронта кайнă май, Альтюка çăпата туса паракан пулман, анчах вун виççĕри хĕр ача тырă хăмăлĕсем çийĕн çĕтĕк çăпатапа çỹресен те чăтăмлăн ĕçленĕ, нăйкăшман. Фронтра хаяр тăшманпа паттăррăн çапăçакан салтаксемпе офицерсене вăй-хăват парса тăракан çăкăр çав тери кирлĕ пулнине лайăх ăнланнă вăл. Унăн тантăшĕсем те ĕçре тăрăшуллă пулнă, пурте Аслă Çĕнтерỹшĕн вăй хунă. Питĕ шел, пĕрремĕш семестрти экзаменсене "4" тата "5" паллăсемпе панă пулин те, килтен апат-çимĕç, атă-пушмак тĕлĕшпе пулăшса тăрайманнине пула, Альтюкăн училищĕпе сывпуллашма тивнĕ. Васана таврăнсан вăл ялти шкулта техничкăра тăрăшнă. Евдокия Тихоновапа тата хĕрсемпе _ Мария Алексеевапа, Ольга Кузьминапа, Клавдия Тимофеевапа пĕрле уйрăм çуртсенчи классене хутса ăшăтнă, урай çунă, çĕрлехи дежурствăра тăнă. Вутта вĕсем Кỹчек вăрманĕнчен кивĕ автомашинăпа (водителĕсем М.Садеевпа М.Никитин) турттарнă, хăйсемех татса çурнă. Кунсăр пуçне техничкăсем "Победа" колхозăн уй-хир бригадинче тĕрлĕ ĕçре çаврăннă. Вăрçăран аманса таврăннă Александр Поляков бригадир вĕсене ĕçри хастарлăхшăн яланах мухтанă. Евдокия Вазанова нумай чухне кỹршĕ хĕрĕпе _ Нина Якушовапа юнашар ĕçленĕ. Талăкра 3-4 сехет çывăрса илни хĕрсемшĕн чăн-чăн телей пулнă. Çĕрулми лартнă, ăна тата кукурузăна кăпкалатса çемçетнĕ вăхăтра Альтюк эрни-эрнипе суха пуç тытнă. Хĕвеллĕ Çĕнтерỹ кунĕнче _ 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Альтюкăн ашшĕ, аманнă хыççăн госпитальте сипленнĕскер, тăван киле таврăннă, мăшăрĕпе, Ольга Семеновнăпа, колхоз производствинче ĕçлеме пуçланă. Шел, пиччĕшĕ 1943 çулхи февральте хаяр çапăçура пуç хунă. 1958 çулхи кĕркунне Евдокия Вазанова патне Виçпỹрт Шăмăршăран хĕр арăм килнĕ, фронтран йывăр аманса таврăннă Николай Ямщикова, 3 пĕчĕк ачапа тăлăха юлнăскере (арăмĕ çап-çамрăклах чирлесе вилнĕ) качча тухма тархасланă. Хăйне мĕнлерех йывăрлăхсем кĕтнине туйса, Альтюк тỹрех хирĕçленĕ. Темиçе хутчен калаçтарнă хыççăн, "курмалла кăна пыратăп тесе", хĕр Ямщиков çемйине çитнĕ. _ Пỹрте кĕрсенех пуçламăш классенче вĕренекен ывăл тĕпренчĕкĕсем тата виççĕри хĕр пĕрчи хам çине хурлăхлăн, çав хушăрах çутă шанăçпа пăхнине асăрхарăм эпĕ, _ куççульне шăлса илет Альтюк аппа. _ Кил хуçи те ман çине тархасланăн тинкерчĕ. Темиçе çеккунта тăсăлнă шăплăха татса пĕчĕк хĕр ача ман пата чупса пычĕ те, ураран ыталаса илсе: "Аппа, каялла ан кай, пирĕн анне пул", _ терĕ. Имшеркке хĕр ачана çĕклерĕм те хам ытама илтĕм. Ăна хуравламалли сăмахсем тупăнмарĕç манăн, куçа вĕри куççуль хупласа илчĕ, урасем йывăрланчĕç. Çак килтен каялла тухма, тăлăх ачасене амăшĕн ăшшисĕр хăварма пултараймарăм эпĕ... Темиçе кунтан Альтюк "Ямщикова" хушаматпа çỹреме тытăннă, çемье лавне мăшăрĕпе пĕрле тапса туртнă. Виçпỹрт Шăмăршăра уй-хир бригадинче тăрăшнă. Мăшăрĕпе пĕрле 2 ача çуратнă. 1960 çулта çемье Шăмăршăра кивĕрех çурт туяннă, ăна çĕнетсе сипленĕ. Шăмăршăра Евдокия Ямщикова малтан колхозри уй-хир бригадинче, каярахпа пахча-çимĕç çитĕнтерекенсен звенинче вăй хунă. Юлашкинчен 20 çул Госстрах агенчĕ пулнă. Ку ĕçри хастарлăхшăн унăн сăн ỹкерчĕкне 2 хутчен районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă, "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă. 1983 çулта пенсие тухсан тата 6 çул ĕçленĕ. 1989 çултанпа _ тивĕçлĕ канура. Ямщиковсен аслă ачи, Валентин, Армавирта тĕпленнĕ, халĕ _ пенсире. Юрий _ Шăмăршăри коммуналлă хуçалăх предприятийĕн водителĕ. Роза райцентрта предприниматель ĕçĕнче тăрăшать. Тоня район администрацийĕнче бухгалтерта вăй хурать. Галина _ Шăмăршăри вăтам шкулти истори учителĕ. Ямщиковсен халĕ 10 мăнук тата мăнуксен 3 ачи. _ Çирĕп çемьере тата хĕрỹ ĕçре эпĕ хамăн телейĕме тупрăм. _ терĕ манпа сывпуллашнă май Евдокия Ильинична. _ Савнă мăшăрăм, юратнă ачамсем, ытарайми мăнуксемпе вĕсен ачисем мана чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма хавхалантараççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2008
00:00
Поделиться