Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăсталăха ỹстерсех пыраççĕ

 

"ВĔРЕНТỸ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, районта шкул, общество тата бизнес партнерсем пулса тăччăр тесе пысăк ĕç тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе шкулсенчен попечительсен канашĕсем тата управлени канашĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Çакăн пек канашсем Шăмăршăри вăтам шкулта та пур, вĕренỹ çулĕ тăршшĕпе вĕсем сахал мар ырă ĕç тунине палăртмалла. Иртнĕ кунсенче шкулти управлени канашĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрăмăр. Чăн малтан шкул директорĕ Л.Н.Иванова отчет туса пачĕ. Директор сăмахĕсенчен çакă паллă: тĕпрен илсен, вĕренỹ çулĕ ăнăçлă иртнĕ. Шкул ачисен 44,5 проценчĕ вĕренỹ çулне "4" тата "5" паллăсемпе вĕçленĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 2,5 процент лайăхрах. Вĕрентỹ ĕçĕнчи ỹсĕмсем, паллах, учительсен ăсталăхĕ ỹссе пынипе уйрăммăн çыхăннă. Шкулта чунтан тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантараççĕ, хушса тỹлеççĕ. 11 класс пĕтерекенсенчен пĕр выпускник шкултан ылтăн, пиллĕкĕн кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухнă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче предмет олимпиадисене хутшăнакансен йышĕ икĕ хут ỹснĕ, кашни олимпиадăрах малти вырăнсене йышăннă. Учительсем çулленех хăйсен квалификацине ỹстерсе пыраççĕ. Аслă категориллĕ учительсен йышĕ ỹссех пырать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 7 учитель аслă категориллĕ пулса тăнă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тата 11 вĕрентекен хăйсен категорине ỹстерме тивĕçлĕ характеристикăсем тăратнă. Вĕсен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн, управлени канашĕ пултаруллă учительсен категорийĕсене ỹстерме сĕнчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июня 2008
00:00
Поделиться