Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАВАХ СИРЕ, СЫВЛĂХ ХУРАЛĔН ĔÇЧЕНĔСЕМ!

 РАЙОНТИ тĕп больницăри "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕнче талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те телефон шăнкăртатма пултарать. "Пулăшсамăр, пурнăç пысăк хăрушлăхра!" _ куççуль витĕр каланă çакăн пек сăмахсене кунта ĕçлекенсем кашни кунах илтеççĕ. "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕ чĕннĕ çĕре çийĕнчех тухса каять, халăх сывлăхĕн хуралĕнче шанчăклă тăрать. Вĕсем чи йывăр чирленĕ е аманнă çынсене йышăнса кирлĕ пулăшу параççĕ, йĕп вĕçĕнче тăракан пурнăçа çăлса хăварассишĕн ăсталăха та, чун ăшшине те шеллемеççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2008
00:00
Поделиться