Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спортра та хастар

ЧĂВАШ Республикин Шалти ĕçсен министерствин календарь планĕнче палăртнă массăллă спорт тата çар хатĕрленĕвĕн мероприятийĕсене районти милици сотрудникĕсем активлă хутшăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть Шупашкарта çар пăшалĕнчен (пистолет, автомат) тĕл перес тĕлĕшпе республикăри чемпионат иртрĕ. Çак мероприятире пирĕн команда _ ун йышĕнче Алена Каргина, Вячеслав Локтин, Владимир Петров тата Андрей Филиппов пулчĕç _ лайăх результатсемпе палăрчĕ. Тепĕр ăмăртура вара районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен Наталья Мазякова инспектор тата милицин участокри уполномоченнăйĕнче тăрăшакан Наиль Тепитов вăй виçрĕç. Милицин çамрăк офицерĕсем физкультурăпа, çар хатĕрленĕвĕпе (кунта табель хĕç-пăшалĕнчен тĕл пересси те кĕрет), должноç функцийĕсене кĕрекен теорилле ыйтусем çине хуравлассипе нормативсене туллин пурнăçларĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2008
00:00
Поделиться