Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттурри, пултарулли...

РАЙОНТА кашни çулах ачасемпе çамрăксен обществăлла организацийĕсемпе пĕрлĕхĕсен "Манăн пуçарулăх" конкурсĕ шкулсенчи лидерсене палăртма май парать. Конкурса йĕркелекенсем шкулсенче вĕренекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашаççĕ, темиçе номинаци хыççăн хак парса çĕнтерỹçĕне палăртаççĕ. Мала тухнăскере малалла аталанма майсем туса параççĕ: республикăри конкурссене хутшăнтараççĕ е пĕр-пĕр лагере канма, ытти регионсенчи, районсенчи çамрăксемпе, ачасемпе паллашма яраççĕ. Кăçал вара Пĕтĕм Раççейри ачасен "Орленок" центрне кайма Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Алена Кузьмина тивĕç пулчĕ. Алена _ вĕренỹ отличници, район пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Шкулта, районта иртекен пур мероприятисемпе конкурссене, ăмăртусене хутшăнать. Çамрăк хĕрĕн çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех, унăн тĕрлĕрен грамотăсемпе дипломсем, Тав хучĕсем питĕ нумай. Çавăн пекех Алена юрă-ташăра та ăста, шỹт-кулăш та уншăн ют мар. А.Кузьмина ачасен "Орленок" лагерĕнче виçĕ эрне пулнă. Унта вăл çĕнĕ тус-юлташсем тупнă, пултаруллă ачасен опычĕпе паллашнă. Малашнехи пурнăçне çĕнĕлĕхсем кĕртме те палăртнă вăл. Паллах, тăван шкулĕнче вăл лагерь пирки вĕрентекенсемпе вĕренекенсене туллин те интереслĕ каласа кăтартнă. Алена хутшăннипе ỹкернĕ фильма та курма май килнĕ шкул ачисен. Çак çитĕнỹ çинче А.Кузьмина чарăнса лармастех пулĕ-ха. Ара, лидерăн яланах малта пулмалла, çĕнĕлĕхсемпе палăрса тăмалла. Çаплах пултăрччĕ те.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2008
00:00
Поделиться