Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Июнĕн 19-23-мĕшĕсенче _ ÇУЛТАЛĂК ТЕХОСМОТРĔ

Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи Гостехнадзор инспекцийĕ хăйçỹрен машинăсемпе ытти техникăн юсавлăхне тĕрĕслес, машина-трактор паркĕсенче авари ан пултăр тесе тăрăшас тĕллевпе пысăк ĕç пурнăçлать. Çавăн пекех уйрăм çынсен тракторĕсемпе прицепĕсене те куçран вĕçертместпĕр. Хальхи вăхăтра уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 233 тракторпа прицеп шутланать, вĕсенчен 46-ĕшне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх тăхăр çынна 900 тенкĕлĕх административлă йĕркепе штраф тỹлеттернĕ. Июнĕн 19-23-мĕшĕсенче районта тракторсен, хăйçỹрен машинăсен тата прицепсен çулталăкри техосмотрне ирттереççĕ. Транспорт хуçисен хăйсемпе пĕрле тракторист-машинист удостоверенийĕ, тракторăн, транспорт прицепĕн паспорчĕ е свидетельстви, техосмотр иртнĕшĕн тỹленине çирĕплетекен квитанци пулмалла. Асăрхаттаратпăр: çулталăкри техосмотра çỹлте асăннă кунсенче иртменнисене штраф тỹлеттереççĕ тата транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк памаççĕ. Пирĕн телефон _ 2-34-15.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2008
00:00
Поделиться