Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇИМĔК ВĂЙĂПА ИЛЕМЛĔ, ЯЛ ИЛЕМЛĔ _ ÇЫНСЕМПЕ...

КУККУК сассипе, шăпчăк юррипе кĕтсе илчĕ пире Энтĕрьел вăрманĕ çумĕнчи чечеклĕ çеремлĕх. Паян кунта _ çимĕкре _ ял уявĕ пулать. Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн В.И.Андроновăн ырă пуçарăвĕпе ял уявĕсене кашни çулах ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Пĕччен-иккĕн те, ушкăнăн-ушкăнăн та утаççĕ ял çыннисем вăрман хĕррине. Кунта суту-илỹ ĕçченĕсем хăйсен кĕрекине хатĕрленĕ те ĕнтĕ: пылак шывпа сăра та, техĕмлĕ шашлăк та сĕнеççĕ. Çанталăкĕ те чăннипех çуллахилле _ тахçантанпах кĕтекен илемлĕ кунсем тинех çитрĕç пирĕн тăрăха. Ял уявне сăмах каласа В.К.Андронов уçрĕ, энтĕрьелсене ырлăх-сывлăх, телей суннă май çапла каларĕ: _ Чăвашсен ырă йăлине манар мар, çимĕкре вăйă картине тăрса, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса савăнар. Уява ятарласах Шупашкар артисчĕсене йыхравланă. Кунта хамăрăн ентешсем _ Сергей Кувшиновпа Светлана Яковлева та, ытти "çăлтăрсем" те пур. Икĕ сехет ытлана тăсăлчĕ вĕсен ытарма çук илемлĕ концерчĕ. Юрă хыççăн юрă шăранчĕ, ташăçăсем те куракансене савăнăç парнелерĕç. "Эпир хамăр артист мар, Артистран та кая мар!" _ такмакларĕç те Энтĕрьел хĕрарăмĕсемпе хĕрĕсем, вăйă картине тăчĕç. Чун-чĕрене хумхантаракан, кăмăла çĕклекен вăйă юрри инçене-инçене саланчĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те хĕрсех пыраççĕ. Алă вăйне виçессипе (армспорт) А.Кудряшов _ пĕрремĕш, Ю.Меншаников (Энтĕрьелсен кĕрỹшĕ) _ иккĕмĕш, А.Кудрявцев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче малти виçĕ вырăна С.Любимова, М.Шурякова тата Л.Трофимова пайларĕç. 24 килограмлă кире пуканне Раççей чемпионĕ, çак ялта çуралса ỹснĕ В.Шуряков 50 хутчен çăмăллăн çĕклерĕ. А.Кудрявцевпа Н.Бутанов та вăй-хăват çирĕппине кăтартса пачĕç. Раççей çарĕн майорĕ, çак ял йĕкĕчĕ С.Гордеев та _ паттăрсен йышĕнче. Энтĕрьелсем хăйсен ялĕнчи паллă футболиста, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Абзал Игнатьева асăнса çулленех ăмăрту ирттереççĕ. Хальхинче те кĕрешỹ çивĕч пулчĕ, "Асăну" команда _ пĕрремĕш, Шăмăршăри "Колосок" команда _ иккĕмĕш, "Энтĕрьел" команда виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕрен туртассипе те, чупассипе те ăмăртрĕç энтĕрьелсем. "Туслăх çĕнтерчĕ", _ пĕтĕмĕшле хак пачĕ ăмăртусене ял поселенийĕн специалисчĕ Д.Трофимов. Тепĕр çул та çимĕкре уява пуçтарăнса савăнма килĕшсе татăлчĕç энтĕрьелсем, килĕсене питĕ кăмăллă саланчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июня 2008
00:00
Поделиться