Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĂВАН ЯЛĂМ _ ПАЛТИЕЛ

Пирĕн ял вĕçĕнче çутă кỹлĕ, Çỹллĕ сăрт çĕн урам хыçĕнче. Пирĕн ял пахчисем илĕртỹллĕ, Урамра йывăçсем ик енче. (М.Андреев). ÇУРАЛНĂ ялăм, мĕн пур-ши тĕнчере санран хакли? Эпир аякра чухне эсĕ пирĕн чĕрере пурăнатăн, тăван анне пек йăпатса ху еннелле кăчăк туртатăн. Çывăхра чухне эс вăй парса тăратăн, хăвăн илемỹпе илĕртсе, ĕçре хавхалантаратăн. Куçа хупсан та эсĕ, хĕвел пек, куç умĕнчех, куçа уçсан та эсĕ _ пирĕн умра. Сан савăнăçу _ яланах пирĕн савăнăç, сан сурану _ пирĕн суран, сан хуйху _ пирĕн хуйхă... Манăн тăван ялăм _ Палтиел. Вăл, пысăк та илемлĕскер, хутăш вăрман тата анлă уй-хир хушшинче вырнаçнă. Эпĕ хамăн тăван ялăма питĕ юрататăп. Мана унра веçех хаклă: кашни курăк туни, кашни йывăç-тĕм, кашни кил-çурт, урам. Пĕтĕмпех кăмăла каять ытарайми тăван ялта! Тĕрлĕ йывăç тĕмпе, çырлапа, кăмпапа пуян вăрман хăйех мĕне тăрать! Маншăн тăван ял вăрманĕ _ вăрттăнлăхпа тата илемлĕхпе, кайăксен çепĕç сассисемпе тулнă тĕнче. Тыр-пулпа тата выльăх апачĕпе пуян уй-хир те маншăн хаклă. Çырмасем те (унта эпир кашни çуллах шыва кĕме çỹретпĕр), кĕрен тĕспе çиçекен хĕвел анăç та, çутă та уяр ирпе çăлтăрлă тỹлек каç та, капмар çуртсемпе тỹрĕ урамсем те, тăван шкулпа клуб та савăнтараççĕ кашни çыннăн чĕрине хăйĕн тăван ялĕнче! Мана хам çуралса ỹснĕ ял питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен кунта ырă кăмăллă ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çулсерен пирĕн ял илемленсе пырать. Тăван кĕтес, çуралнă ял пирĕн _ пĕрре. Ăна юратасси, хитрелетсе пырасси, тасалăхра тытасси, пархатарлă ĕçпе унăн ят-сумне çĕклесси кашнин тивĕçĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июня 2008
00:00
Поделиться