Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧИ ИЛЕМЛИСЕМ, ЧИ ТИРПЕЙЛИСЕМ...

ЯЛСЕНЕ тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ смотр-конкурс итогĕсене пăхса тухса, "Акатуй-2008" оргкомитечĕ "Чи лайăх ял поселенийĕ" ята Анат Чаткас ял поселенине пама йышăннă. Çак поселение Дипломпа наградăланă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Васан тата Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсем. "Чи илемлĕ ял" ята Васан ялне пама йышăннă. Пуянкассипе Патирек ялĕсем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. "Чи илемлĕ урам" ята Патирекри Сейфутдинов урамне панă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Кивĕ Чукалти Советская тата Çĕнĕ Шăмăршăри В.Кудряшов урамĕсем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июня 2008
00:00
Поделиться