Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇЧЕН ХАЛĂХ САВĂНАТЬ

Акатуй! Вăрман янрарĕ, Илĕртет ун кĕреки. Ĕçчене паян чыслар-и _ Лайăх иртрĕ çур аки. Уй-хирте калча çĕкленнĕ, Тырă хỹхĕм çитĕнет. Ай, юрлар-и, ай, савнар-и _ Акатуй пире чĕнет! Паттăрсем, ав, вăй виçеççĕ, Кам-ха çапĕ çавăрса? Маттура парне кĕтет-çке _ Лайăх самăртнă така. Ипподром хапхи яр уçă, Ăмăртаççĕ лашасем. Кам-ха пулĕ çĕнтерỹçĕ? Малтисем _ шăмăршăсем!

 

ХАМĂРĂН Акатуйри репортажа çак сăвăпа пуçланăшăн вулакан пире кỹренместех пулĕ тетпĕр. Чун çĕкленỹллĕ чух сисмесĕрех пуçра сăвă йĕркисем çуралаççĕ, савăнас, юрлас килет. Çанталăкĕ сулхăнрах пулчĕ пулин те, Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнчи Акатуй уçланкине шăмат кун çĕр-çĕр çын пуçтарăннă. Çурхи ака-суха ĕçĕсене чăн-чăн хресченле тăрăшса пурнăçланă хыççăн ял çынни уявра савăнасшăн. Асаттесен ырă йăлине асра тытса, Акатуя таври ялăн паттăрĕсем вăй виçме пуçтарăнаççĕ. Чи маттур юрăçсемпе ташăçăсем халăх умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Шăмăршă районĕнчи ĕçченсен тулли кăмăлпа савăнма сăлтавĕ те пур. Уй-хирте чуна савăнтарса тыр-пул ешерет, ял хуçалăх культурисене иртнĕ çулхисенчен чылай ытларах лаптăк çине акса хăварнă. Районта çулсем тăвасси, пурăнмалли çурт-йĕр лартасси, ялсене ĕçмелли паха шыв илсе çитересси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Темиçе çул каялла çулталăкра 3-4 километр çул çине асфальт сарайсан та савăнаттăмăр пулсан, кăçал вара 35 километр сарма палăртнă. Чăваш Республикин Президенчĕн программине пурнăçласа, чăн аякри Баскак, Хĕрлĕ Васан, Максим Горький паççулккисене те кĕçех асфальт çул çитĕ. Юрăри сăмахсемпе каласан: "Çитрĕç те иккен вăхăчĕсем, саламлас килет кашни куна. Пурăнас килет пурăннăçем, ĕçлесе те савăнса кăна!" Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем чун-чĕрене хумхантарса янăранă хыççăн Акатуй ялавĕ çỹлелле çĕкленчĕ. Кăçал çак пысăк чыса _ ялав çĕклеме çур аки паттăрĕ, "Колос" Агрофирма" ЗАО тракторисчĕ А.Петров, Кивĕ Чукалти Культура çурчĕн заведующийĕ З.Карзанова тата кире пуканĕ йăтассипе Раççей чемпионĕ В.Шуряков тивĕç пулчĕç. _ Хаклă шăмăршăсем, ытарайми çывăх хăнасем, ваттисемпе çамрăксем! Сире пурсăра та Акатуй ячĕпе чĕререн саламлатăп, юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, юрату сунатăп! _ терĕ уяв ячĕпе саламланă май район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Валерий Петрович район ĕçченĕсем Акатуя пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илнине палăртрĕ, умра тăракан задачăсене те асăнмасăр хăвармарĕ. Лайăхрах пурăнас тесен, тата та вăйлăрах, тухăçлăрах ĕçлемелле. Тирпейлĕ, чыслă пурăнмалла. Хаклă хăнасене _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене В.Ф.Ермолаевпа А.В.Максимова, Чăваш Республикин МЧС пуçлăхне В.Н.Петькова, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрне А.А.Николаева, республикăри муниципаллă йĕркеленỹсен канашĕн директорне В.И.Максимова тата ыттисене Акатуй халăхĕ хыттăн алă çупса саламларĕ. Ĕçре малта пыракансене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç, илемлĕ пултарулăх коллетивĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. _ Пирĕн Акатуя Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров хăйĕн мăшăрĕпе Светлана Юрьевнăпа килсе çитрĕç! _ янăравлăн пĕлтерчĕ микрофонпа уява ертсе пыракан. Пурте тăвăллăн алă çупнă май Н.В.Федоров Президент сцена çине улăхрĕ. Николай Васильевич Шăмăршă районĕн çыннисене Акатуй уявĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламларĕ. _ Шăмăршăсем ĕçлеме те, канма та пултараççĕ, - терĕ Президент. _ Çакăн пек ĕçчен, илемлĕ, пултаруллă çынсене пулăшас килсех тăрать. Н.В.Федоров Президент асфальт çулсем тума кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ, çавăн пекех халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе ытти пысăк ĕçсем те чылай тума палăртнă. Николай Васильевич ĕç паттăрĕсене Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, малашне тата та хастартарах пулма ырă сунчĕ. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсем Акатуя чунтан тăрăшса хатĕрленнĕ. В.Харитонов ертсе пыракан арçынсен халăх хорĕ, Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи арçынсен ушкăнĕ, Пуянкассинчи "Ахаяс", Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Кивĕ Чукалти, Карапай Шăмăршăри, Васанти, Анат Чаткасри, Палтиелĕнчи, ытти ялсенчи юрă-ташă ăстисем Акатуя илем кỹчĕç. Чăваш, вырăс, тутар, ирçе юрри-кĕвви вăрман тăрăх инçете-инçете саланчĕ. Хыр вăрманĕн уçланкинче хаваслă кĕвĕ янăранă май, уява килнĕ çынсем тĕрлĕ выставкăсемпе кăмăллăн паллашрĕç. Пысăк форматлă тĕслĕ ỹкерчĕксемлĕ "Шăмăршă ĕнер, паян, ыран" курав уйрăмах кăсăклантарчĕ вĕсене. Унта Раççей Президенчĕ В.Путин, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, ытти паллă çынсем районта пулнă самантсене, район пуçлăхĕ В.Фадеев ял çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулусене, районăн экономикăпа социаллă пурнăç, инфраструктура аталанăвне, культурăпа тĕрлĕ наци халăхĕсен йăли-йĕркине, спорт ăмăртăвĕсене тата ыттине анлăн çутатса панă. Декоративлă искусствăпа алăсталăх япалисен куравĕсем те район çыннисене питĕ интереслентерчĕç. Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен (преподавателĕсем З.Морозовапа А. Краснова) тĕрлĕ композициллĕ тăм кĕлеткесем, фанера татăкĕ çине ỹкернĕ хитре картинăсем, тĕслĕ кĕленчерен ăсталанă мозаика ỹкерчĕкĕсем, Диана Тимофееван шăрçасенчен илемлетсе тунă тĕрлĕ япаласем, Шăмăршăри вăтам шкулти ачасен (кружок руководителĕ М.Шамеева) шăрçасенчен хатĕрленĕ мăй çыххисемпе сулăсем, çемçе пуканесем, Патирек шкулĕнче вĕренекенсен (руководителĕ М.Сейфутдинова) тĕслĕ çипсенчен çыхса тунă кĕпе-тумтир, Палтиел шкулĕнчи ачасен (руководителĕ Н.Батанов) йывăçран ăсталанă хитре шкатулкисем, вазăсемпе бокалсем, Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулта вĕренекенсен (руководителĕ П.Ермолаев) йывăç çине хитрелетсе тунă юмахсенчи сăнарсем (панно), Чукал шкулĕнчи 6-мĕш класри хĕр ачасен (руководителĕ В.Сарандаева) тĕслĕ çипсенчен çыхса тунă тĕрлĕ эрешсемпе тутăрсем, 8 класра вĕренекен М.Андреев йывăç тымарĕнчен касса хатĕрленĕ сĕтел çинчи лампа, Пуянкасси шкулĕнчи хĕр ачасен (руководителĕ Л.Тимофеева) тĕслĕ çипсенчен çыхса тунă кĕпе-тумтир, салфеткăсем, çемçе теттесем, декоративлă минтерсем, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи ачасен (руководителĕ Г.Деомидов) йывăçран ăсталанă тĕрлĕ япаласем куракансене питĕ килĕшрĕç. Ялсенчи алă ăстисен пултарулăхĕпе те паллашрĕç Акатуя килнисем. Энтĕрьелĕнчи М.Шуряковăн йывăçран тунă кухньăра усă курмалли хатĕрсемпе, Палтиелĕнчи Д.Батановăн йывăçран ăсталанă ача кравачĕпе, Палтиелĕнчи А.Азизовăн йывăçран хитрелетсе тунă çуртсен, хуралтă-мунча, пăравус макечĕсемпе, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Г.Можаеван сăрласа илемлетнĕ ывăсĕсемпе, Чукалти О.Еремееван шăрçасенчен тунă япалисемпе, А.Еремеевăн йывăçран ăсталанă савăт-сапипе, хăваран хатĕрленĕ тĕрлĕ карçинккасемпе, Шăмăршăри М.Шамееван шăрçасенчен, ытти материалтан хатĕрленĕ тухьясемпе вĕсем кăмăллă юлчĕç. КĔРЕШỸ _ Акатуй илемĕ. Спортăн çак тĕсне курма халăх яланхи пекех йышлă пухăнчĕ. Ăмăртăва пĕчĕккисем _ 28 килограмм таранчченхи виçеллисем пуçларĕç. Çак йышра Шăмăршăри А.Егоров чи вăйли пулчĕ. Ытти виçе категорийĕсенче Кивĕ Чукалти Л.Малеева (30 килограмм таранччен), Е.Чамеева (35 килограмм), Н.Малеева (45 килограмм), Алексей Ильин (42 килограмм), Шăмăршăри Д.Алимасов (58 килограмм), Н.Ефрейторов (67 килограмм) çĕнтерчĕç. Такашăн кĕрешме чи вăйлисем _ абсолютлă виçе категорийĕнчи кĕрешỹçĕсем тухрĕç. Акатуйăн чи пысăк призĕшĕн пурĕ 10ăн вăй виçрĕç. Олимпиецсен системипе 5-шер минут кĕрешсе,ыттисене çĕнтерсе финалта иккĕн _ Шăмăршăри Александр Воробьевпа Павел Обожгеев юлчĕç. Çамрăксен вăй-халĕпе пултарулăхĕ кĕрешỹ пуçламăшĕнчех пĕр евĕрлĕрех пулни курăнчĕ. Анчах та юлашкинчен, ытларах очко пухнă май, Александр Воробьев çĕнтерни палăрчĕ, пысăк така илчĕ. Сăмах май, вăл _ Раççей çарĕн офицерĕ. Лейтенант халĕ черетлĕ отпуска килнĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнă Павел Обожгеев сысна çури илчĕ. Кĕрешỹçĕсен ăмăртăвне Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ, республика чемпионĕ А.Ичанкин тренер тата Д.Алимасовпа Н.Ефрейторов судьясем йĕркелесе пычĕç. Кăçалхи кĕрешỹ çĕнĕлĕхпе палăрса юлчĕ _ арена çинче хĕр ачасем те кĕрешрĕç. Кивĕ Чукалта Раççей спорчĕн мастерĕ, республика чемпионĕ Л.Карзанов кăçал хĕр ачасен секцине йĕркелесе янине, паллах, мухтамалла кăна. Тренерăн пултаруллă воспитанникĕсем Акатуйра призлă вырăнсем çĕнсе илни савăнтарать. Вĕсем малашне республикăри тата Раççейри хĕрсен кĕрешĕвĕсенче лайăх результатсем кăтартасса шанас килет. Армреслинг спорчĕ районта вăй илсех пырать. Акатуя килнисем пĕрин хыççăн тепри сĕтел хушшине ларса алă вăйне виçрĕç. Шăмăршăри В. Удинпа А.Ванюшин пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Анат Чаткасри С.Синелев виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕр арăмсемпе хĕрсем хушшинче призлă вырăнсене С.Сорокина (Палтиел), М.Закировапа Е.Голубева (Патирек) пайларĕç. Кире спортне юратакансем те ăмăртрĕç уявра. 24-шар килограмлă икĕ кире пуканне пĕр харăс 22 хут çĕклесе илсе Шăмăршăри А.Еремеев çĕнтерчĕ. Шăмăршăри В.Антоновпа В.Константинов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Волейболистсен командисем те призлă вырăнсемшĕн тăрăшса вылярĕç. Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди (капитанĕ И.Сабаев) васансене 3:1 шутпа çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди виççĕмĕш пулчĕ. Çăмăл атлетикăна юратакансем 1000 метрлă кросра чупса ăмăртрĕç. Арçынсемпе йĕкĕтсем хушшинче Васанти В.Смаев _ пĕрремĕш, Карапай Шăмăршăри Г.Ларионов _ иккĕмĕш, Ярăславри М.Хайлов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕр арăмсемпе хĕрсем хушшинче вара Карапай Шăмăршăри О.Козлова, К. Азюкова пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Анат Чаткасри О.Синелева виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Дартс вăййинче А.Тухветуллов (Палтиел), А.Столяров (Карапай Шăмăршă) тата В.Филимонов (Шăмăршă) палăрчĕç. Мини-футбол вăййисем те хĕрỹ иртрĕç. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш командисем тата Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди 1-3 вырăнсене тухрĕç. Ипподромра та халăх нумай пулчĕ. Лаша спортне юратакансем кашни стартах чăтăмсăррăн та пысăк хавхаланупа кĕтрĕç. Ара, Акатуй илемĕ _ лашасен ăмăртăвĕ. Кăçал та çивĕч кĕрешỹре иртрĕ вăл. Чи малтанах ĕç лашисем тупăшрĕç. 6 командăран пĕрремĕш вырăна Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцов йышăнчĕ. Иккĕмĕмш вырăнта _ Виçпỹрт Шăмăршăри Б.Поляков, Куршанкă Шăхалĕнчи (Çĕпрел районĕ) Н.Афанасьев _ виççĕмĕш. Юлан утсем те хастаррăн хутшăнчĕç. Старта пурĕ 17 лаша тухрĕ, тĕп парнене (тĕслĕ телевизор) çĕнсе илессишĕн çивĕч кĕрешрĕç. Ку ăмăртура Патăрьел районĕнчен килнĕ хăна Г.Кеметов çĕнтерчĕ. Унăн урхамахĕ финиша чи малтан çитрĕ. Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцовăн лашипе Комсомольски районĕнчи Г.Орловăн урхамахĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Юртăпа чупакан лашасен ăмăртăвĕ сакăр тапхăрпа иртрĕ, кашнийĕнчех икшер урхамах старта тухрĕ. Ку тупăшура Акатуй чемпионĕн ятне М.Жуков тытса пыракан Таран урхамах тивĕçрĕ. А.Пыркинăн Премьерĕпе А.Степановăн Лансĕ _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июня 2008
00:00
Поделиться