Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПĔР-ПĔРНЕ ПУЛĂШСА ПУРĂНАР

Пурнăç _ çĕр тĕрлĕ пăрăнăç тесе ахаль каламаççĕ пулĕ çав. Хамăн кĕске мар кун-çулăмра темĕн те курса, чăтса ирттертĕм. Эпĕ курнине, чăтнине никамăн та тỹссе ирттермелле ан пултăрччĕ. Нумай çул хушши, хĕрĕх çул ытла, шкулта вĕрентекен пулса ĕçлерĕм, ĕç ветеранĕ ята тивĕçрĕм. Тĕрлĕ шăпаллă ачасене _ вĕсем хушшинче шуххисем те, чĕмсĕррисем те _ пурччĕ. Пурне те пĕр пек юратса, уйăрмасăр вĕрентме тăрăшрăм. Никама та усал тăвас тесе пурăнман, ял-йышпа килĕштерме тăрăшнă. Тен, шăпам çапларах пулчĕ пулĕ. Ачисен ашшĕ-амăшне пытармалла та, манăн вара апла пулмарĕ. Хам хĕрсене нỹрлĕ тăпрапа хупланине пăхса, вĕсем текех унтан нихăçан та каялла килеймессине пĕлсе тăма мĕн тери йывăр. Çав самантсене аса илмессерен чĕре çурăлса каяссăнах туйăнать, икĕ куçăмран вĕри куççулĕ шăпăртатать, чун ĕсĕклесе йĕрет. Мăшăрăма та автан авăтман яла ăсатрăм ĕнтĕ. Чĕррисен пурăнмаллах, Турă çырса панă кун-çула тивĕçпе пурăнса ирттермелле. Ярăслава качча тухнă хĕрĕм Светлана Локтина та йывăр чирлесе пурăнчĕ. Темиçе хутчен те больницăна выртса сипленчĕ. Станислав Александрович Кириллов тухтăр Светланăна операци тумаллах тесе çине тăчĕ, Шупашкартанах тухтăр чĕнтерсе илсе çăлса хăварчĕç. Çакă мĕн тери пысăк савăнăç халĕ маншăн. Ăнлантăм вара, çĕр çинче ырă çынсем пĕтмен иккен. Вĕсен пархатаралă ĕçĕ яланах куç умĕнче пултăр. Сывă чухне кăна пурнăç илемлĕ. Чирлесен, йăшсан куç умĕнчен çут çанталăк илемĕ çухалать. Савăк кайăк юрри те савăнтармасть, тỹпери сар хĕвел те йăл кулса пă- хмасть. Кун пек чухне ырă сăмах кăна чун-чĕрене ăшăтать, пурăнма вăй-хăват парать. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннине çак çĕр çинче нимĕн те çитмест. Эпир, ватăсем, çакна питĕ лайăх ăнланатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2008
00:00
Поделиться