Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мухтанать сирĕнпе Шăмăрш Ен

2008 ÇУЛХИ çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле иртнине, калчасене тĕрĕсленин итогĕсене тата хуçалăхсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçарнин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ çапла йышăннă: 1. Çур акине çỹллĕ шайра ирттернĕшĕн тата ял хуçалăх культурисем акма палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланăшăн пĕрремĕш вырăна "Агрофирма" "Колос" ЗАОна парас, хуçалăха район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 10 пин тенкĕ укçан преми парса чыслас; иккĕмĕш вырăна "Исток" ОООна парас, хуçалăха район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 7 пин тенкĕ укçан преми парса чыслас; виççĕмĕш вырăна "Бездна" хресчен (фермер) хуçалăхне парас, хуçалăха район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 5 пин тенкĕ укçан преми парса чыслас. 2. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче ял хуçалăх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе чи лайăх ĕçленĕшĕн "Карла" хресчен (фермер) хуçалăхне (Г.Н.Макаров) тата "Труд" хресчен (фермер) хуçалăхне (Т.Г.Иванова) район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата пĕрер пин тенкĕ укçан преми парса чыслас. "Канаш" хресчен (фермер) хуçалăхĕ лайăх ĕçленине палăртас. 3. 2007-2008 çулсенчи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тĕлĕшпе лайăх ĕçленĕшĕн пĕрремĕш вырăна "Исток" ОООна парас, хуçалăха район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан 10 пин тенкĕ преми парса чыслас; иккĕмĕш вырăна "Восход" СХПКна парас, хуçалăха район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 7 пин тенкĕ укçан преми парса чыслас; виççĕмĕш вырăна "Бездна" хресчен (фермер) хуçалăхне парас (А.И.Сатеев), хуçалăха район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 5 пин тенкĕ укçан преми парса чыслас. 4. "2008 çулхи çур аки паттăрĕ" ята "Агрофирма "Колос" ЗАОри Анатолий Федорович Петров тракториста парас. Анатолий Федорович çур акинче чи лайăх пахалăхпа 800 гектар тырă акнă. Хастар тракториста район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 1 пин тенкĕ укçан преми парса чыслас; иккĕмĕш вырăна "Искра" СХПКри Владимир Иванович Скворцов тракториста парас. Владимир Иванович çур акинче лайăх пахалăхпа 560 гектар тырă акнă. Ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 750 тенкĕ укçан преми парса чыслас; виççĕмĕш вырăна "Бездна" хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне Виктор Васильевич Шаталкина парас. Виктор Васильевич çур акинче лайăх пахалăхпа 535 гектар тырă акнă. Ăна район администрацийĕн Хисеп грамотине тата 500 тенкĕ укçан преми парса чыслас. 5. Çурхи уй-хир ĕçĕсенче тата ял хуçалăхĕнче чи лайăх кăтартусем тунăшăн çак ĕçченсене район администрацийĕн Хисеп грамотине тата 500-шер тенкĕ укçан преми парса чыслас: "Исток"ООО трактористне Владимир Вениаминович Карсакова; "Исток" ООО лаборантне Александр Валентинович Концова; "Исток" ООО рабочине Елена Алексеевна Смаевана; "Восход" СХПК механизаторне Эдуард Николаевич Мутова; "Восход" СХПК трактористне Валерий Николаевич Васильева; "Восход" СХПКри выльăх-чĕрлĕх пăхакана Герольд Николаевич Майорова; "Бездна" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченне Владимир Васильевич Саминова; "Бездна" хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕнесене машинăпа сăвакан оператора Мария Васильевна Фадеевана; "Нива" ЗАО механизаторне Виталий Николаевич Белякова; "Нива" ЗАОри ĕнесене машиăнпа сăвакан оператора Нина Васильевна Корчакована; "Нива" ЗАОри выльăх-чĕрлĕх пăхакана Олег Викторович Корчакова; "Агродор" ООО трактористне Владимир Анатольевич Иванова; "Агродор" ООО рабочине Александр Владимирович Иванова; "Агрофирма "Карлинская" ЗАО механизаторне Александр Михайлович Муллина; "Агрофирма "Карлинская" ЗАОри ĕнесене машинăпа сăвакан оператора Валентина Петровна Мокеевана; "Мир" ЗАОри ĕнесене машинăпа сăвакан оператора Гузелие Зинетулловна Фейзрахманована; "Мир" ЗАОри уй-хир бригадин бригадирне Минзалтдин Минсалиевич Хисметова; "Шанс" ОООри выльăх-чĕрлĕх пăхакана Галина Михайловна Вашуркинана; "Шанс" ООО механизаторне Юрий Павлович Кузьмина; "Агрофирма "Колос" ЗАОри сысна пăхакана Галина Павловна Кувшинована; "Агросервис" ООО трактористне Виктор Николаевич Сандрейкина; "Агросервис" ООО трактористне Николай Михайлович Тимофеева; "Искра" СХПК слесарьне Сейфулла Хасиятуллович Альдана; "Луч" ЗАО бухгалтерне Екатерина Ивановна Ефимована; "Канаш" хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне Геннадий Николаевич Макарова; "Миха" хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне Николай Васильевич Кудряшова. 6. Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе пысăк кăтартусем тунăшăн çак ĕçченсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 500-шер тенкĕ укçан премии парса хавхалантарас: Анатолий Николаевич Андреева (Чукал ял поселенийĕ); Анатолий Елисеевич Гордеева (Пуянкасси ял поселенийĕ); Анатолий Михайлович Кадеева (Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕ); Юрий Алексеевич Никитина (Кивĕ Чукал ял поселенийĕ); Владимир Иванович Романова (Васан ял поселенийĕ); Александр Петрович Сидорова (Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ).

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2008
00:00
Поделиться