Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇИТĔНỸСЕМПЕ САВĂНТАРСАХ ТĂРАÇÇĔ

ЮЛАШКИ вăхăтра Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çỹрекен вĕренекенсем дзюдо тата самбо енĕпе кĕрешсе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕç. Чĕмпĕр хулинче дзюдо енĕпе иртнĕ ăмăртура Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Евгений Юманов 90 кг çитичченхи виçере юниорсем хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Александр Юнкеровпа Евгений Кузьмин самбо енĕпе иртнĕ республика турнирĕнче виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Шупашкарти самбо ветеранĕсен парнисене тивĕçрĕç. Пĕтĕм тĕнчери ачасене сыхламалли куна халалласа Чĕмпĕр хулинче дзюдо енĕпе йĕркеленĕ Раççей турнирĕнче те пирĕн ентешсем палăрчĕç. Тутар, Мордва, Мари Эл Республикисен, Чĕмпĕрпе Самара облаçĕсен 1994-95 çулсенче çуралнă кĕрешỹçисем хушшинче Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕсем Евгений Кузьминпа Андрей Воробьев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

           


"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июня 2008
00:00
Поделиться