Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван ялăм, савнă ял...

ПУРНĂÇ кустăрми пĕр чарăнмасăр чупать. Халь кăна эпĕ пĕчĕк хĕр ачаччĕ, халĕ хĕрĕхелле çывхаракан хĕрарăм. Куç умĕнчех шур кĕпепе, кăвак юбкăпа, мăя хĕрлĕ галстук çыхса эпир, Виçпỹрт шкулĕн ачисем, çуллахи каникулта, Венгри çĕршывĕнчи пирĕнпе пĕр тан ачасене чăваш çĕршывĕн чиккинче кĕтсе илни. Епле телейлĕ, сумлă вырăнта вырнаçнă манăн тăван ял _ Виçпỹрт. Чăвашăн тĕп хулине Шупашкара каяс тесен те шăп пирĕн ял çумĕпе иртсе каяççĕ хăнасем. Сахал мар чыслă, сумлă çынсене кĕтсе илнĕ, йышăннă, йышăнĕ те малашне юратнă ялăм. Чаплă, çĕршывĕпех паллă çынсене çуратса ỹстерсе вĕçтерсе кăларнă тăван ял. Чăвашлăха лайăх енчен палăртаканни сахал мар Виçпỹрт çыннисенче. Чăваш Ен, Шăмăршă районĕ палăрмаллипех палăрчĕ Раççей Президенчĕ В.В.Путин килсе кайсан. Шăмăрша пĕчĕк хула пуль теççĕ иртсе каякан çынсем. Шăмăршă хитрелĕхне яри уçса ярса пă- хма, тĕрĕс хак пама юнашар вырнаçнă ялсенчи илемлĕх те питĕ кирлĕ, уйрăмах, автотрасса çумĕнчи ялсенчи хитрелĕх. Чăваш Республикин çĕрĕ çине кăнтăр енчен кĕрсен, пĕрремĕш ял _ Виçпỹрт. Виçпỹрт ялĕн курăнакан илемлĕхĕ, унтан Шăмăршăн хитрелĕхĕ çинчен калаçать, тĕлĕнет çул çỹрекен. Чăваш çĕрĕ çинчи пĕрремĕш ял вăл _ чăваш халăхне сăнлаканĕ, хăйне евĕрлĕхне палăртаканĕ. Кахăрлă çырми урлă каçан кăна _ çулăн ик енĕпе те салтаксем пек яштака йывăçсем тỹпенелле кармашаççĕ. Инçе те каяймăн _ Чăваш Республикин гербĕ. Йывăçсен речĕсенчен иртетĕн _ куçа хăй патне туртать йăмраллă-хăваллă ял. Урамĕсем тỹп-тỹрĕ: пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне курма пулать яла. Куç пек тулли шывпа тулнă плотина ял çумĕнче илемлĕн, канлĕн пухăнса выртать. Ялăн тепĕр енче _ акăш пек мăнаçлăн саркаланса ларать А.Семенов тăвакан художество шкулĕ. Автобуссем чарăнакан вырăнтан инçех те мар икĕ çăл, вĕсен йĕри-тавра çатан тытса чечексем лартнă... Малалла та çырма пулать юратнă ялăн хитрелĕхĕ çинчен. Хальхи вăхăтра çемьесем йышлă ача ỹстересшĕнех мар, çамрăксем вара çемье çавăрасшăнах мар. Шкулсенче ача шучĕ чаксах пырать. Шкул вăл _ ял пуласлăхĕ, унăн малашлăхĕ. Сахал ача шкула çỹресен те ял çинчен шутласа, район пирки ĕмĕтленсе, шанса ялти шкула упраса хăварасчĕ. Чăвашăн ятне çĕкленĕ те, малашне те çĕклесе пытăрччĕ пирĕн ял _ Виçпỹрт. Чăвашсем çинчен яланах ырă шухăшлатăр, лайăххине кăна куртăр çул çỹрен Виçпỹрт ялĕ çумĕпе иртнĕ чухне.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться