Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаваслă ачалăх, ан кай васкаса...

 "АЧАСЕМШĔН _ ачалăх ячĕпе" ятпа йĕркелесе ирттерчĕç Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна пирĕн районта. Çак кун чăннипех те пĕчĕккисемпе кĕçĕн çулхисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çепĕç юрă сасси, хаваслă ачасен кулли чуна ăшăтрĕ, савăнтарчĕ. Саламсемпе тав сăмахĕсем те ачасемшĕн янăрарĕç. Вĕсене уява килнĕ хăнасем пĕтĕм чун хавалĕпе пурнăç çеçкисем патне çитерме тăрăшрĕç. "Ырă ачасене _ ырă кĕнеке" акци пирки те манса каймарĕç. Районти тĕп библиотекăна парнеленĕ кашни кĕнекех эпир ырă ĕç тума пултарнине ĕнентерсе пачĕ. Сахал-и, нумай-и _ пĕлтерĕшлех мар, чунтан тунă парне чи пахи. Вăйăсемпе аттракционсем те ачасен кăмăлне кайрĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупрĕç, вылярĕç. Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнасси, мечĕкпе кегельсене персе лектересси _ хаваслă та интереслĕ пулчĕç. Уява хатĕрлекенсене, ăна илем кỹрекенсене, парнесемпе тивĕçтерекен хаклă хăнасемпе райадминистрацин тĕрлĕ пайĕсенче вăй хуракансене тав сăмахĕ калас килет. Самантлăха çеç тăсăлнă уява вĕсем ачасен асĕнче нумайлăха юлтăр тесе тăрăшрĕç. Уяв вĕçленсен те ачасем саланма васкамарĕç. Вĕсен каç пуличченех савăнма, выляма кăмăлĕсем пурри палăрчĕ. Апла пулсан, хаваслă ачалăх пĕр кунпа кăна ан вĕçлентĕрччĕ. Вĕсемшĕн кашни кун хĕвелпе çиçтĕр, савăк ирттĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться