Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĔРĔК ĔМĔР ИРТСЕН _ ТĂВАН ШКУЛТА

ШКУЛ пурнăçĕ питĕ интереслĕ те кăткăс. Хальхи вăхăтра шкулсенче экзаменсем пыраççĕ. 11-мĕш классем часах шкулпа сывпуллашĕç. Çак кунсенче тĕрлĕ çулсенче шкул пĕтернисем хăйсен вĕрентекенĕсемпе тĕл пулусем иртереççĕ. Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче 25 çул каялла Шăмăршă шкулне пĕтернисем тĕл пулу йĕркелерĕç. Тĕлĕнмелле тĕплĕн хатĕрленнĕ çак тĕл пулăва ирттерме 25 çул каялла 10 "а" класра вĕреннисем. Шкула пысăк парне панă _ хăйсем вĕреннĕ класс-кабинета тĕпрен юсаса илемлетнĕ. Пластик чỹречесем, çĕнĕ алăк туянма, стенасемпе маччана илемлетсе евроюсав ĕçĕсем тума укçа-тенкĕ уйăрнă. Каласа хăвармалла, çак кабинетра хăйсемпе пĕрле вĕреннĕ Н. Мартынова ĕçлет. Кун пек хисеплĕ ĕçшĕн пухăннисене шкул директорĕ Л.Н.Иванова чунтан тав турĕ. Ку тĕлпулăва йĕркелесе ирттерекенсем _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Максимов тата В.Печников предприниматель. Паллах, пысăк тăкакне те вĕсем хăйсем çине илнĕ. 28 выпускникран тĕл пулăва 20-ĕшĕ пухăннăччĕ. Эпир _ вĕрентекенсем _ вĕсем çине пăхса, вĕсен ĕçĕсемпе паллашса чунтан савăнтăмăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться