Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЧĂН-ЧĂН ХРЕСЧЕН!" _ теççĕ Асанкассинче Лев Инголов пирки

 "АГРОПРОМЫШЛЕННОÇ комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕ ял çыннине пысăк пулăшу парать. Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, хресчен вите-хуралтă тăвать е çĕнетет, ял хуçалăх техники туянать. Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче паян 39 фермер хуçалăхĕ шутланать. Чи хастаррисенчен пĕри _ Асанкассинчи Л.Инголов. Лев Митрофанович "Пакша" фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 10 гектар çĕр çинче тырă, çĕр улми тата выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтерет. Килти хушма хуçалăхра 25 пуç ĕне выльăх, çав шутра 7 пуç сăвакан ĕне усраççĕ. Инголовсем пĕлтĕр 5 тонна сĕт сутнă, кăçал та кунтан кая пулмĕ. Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, фермер вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Кăкарса ĕçлемелли техника та çителĕклĕ. Çавăн пекех ĕне сумалли аппарат, пĕчĕк арман туянни те ĕçре çăмăллăх кỹрет. _ Чăн-чăн хресчен! - теççĕ асанкассисем Л.Инголов пирки. Ун пек çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ пирĕн çĕршыври ял хуçалăхĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться