Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Акатуй илемлĕ те хаваслă ирттĕр

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче кашни уйăх пуçламăшĕнче ирттерекен йăлана кĕнĕ пĕрлехи канашлу пулчĕ, ун ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пычĕ. Канашлура район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле ирттерни çинчен пĕлтернине итлерĕç. Район çур аки планне ирттерсе пурнăçланă, пурĕ 11125 гектар çине ял хуçалăх культурисем акнă. Çапах та уй-хирти ĕçсем чарăнса ларман-ха. Халĕ çумкурăксемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе анлă кĕрешỹ пуçармалла, гербицидсемпе туллин усă курмалла. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси те _ паян тумалли ĕç. Çавăн пекех утă çулма хатĕрленмелле, вырма ĕçĕсем те аякра мар. Район пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева çитес шăмат кун Шăмăршăра пулакан Акатуя пур енчен те тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илмеллине палăртрĕ. Акатуй ирттерекен вырăнта тирпейлĕ те илемлĕ пултăр, хăнасем умĕнче ятăмăра ярас марччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться