Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇПЕ ТЫЛ ВЕТЕРАНĔ

 ИРТНĔ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенчи çынсен _ халĕ ĕнтĕ сумлă ĕçпе тыл ветеранĕсен _ ачалăхĕпе çамрăклăхĕ питĕ йывăр килнĕ. Вĕсем, курăк яшкипе крахмал икерчи çисе ỹснĕскерсем, вăрçă вăхăтĕнче ачаллах йывăр ĕçре пиçĕхнĕ, колхоз производствинче ир пуçласа сĕм-çĕрлечченех тар юхтарса ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Асанкассинчи çакнашкал çынсенчен пĕри _ Е.Н.Кавалерова. _ Вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ 12 çулти хĕр ача пулнă, _ каласа парать Елизавета Николаевна. _ Арçынсене 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнчех, урăхла каласан, хаяр вăрçăн иккĕмĕш кунĕнчех фронта кайма повестка пама тытăнчĕç. Пирĕн атте те аннене тата пире, хăйĕн тăватă ачине, ыталаса чуп туса илчĕ те лаша лавĕ çине ларса районти çар комиссариатне тухса кайрĕ. Тепĕр ик-виçĕ уйăхран вăл фронтран киле çыру ячĕ. Мана, аслă ачине, аннене яланах пулăшма, кĕçĕннисене пăхма хушнă атте. Çырури йĕркесене эпĕ яланах асра тытса пурăнаттăм. Тантăшсемпе пĕрле колхоз ĕçне те хутшăннă. Ялти ачасем вăрçă çулĕсенче хĕр арăмсемпе тата ватăсемпе пĕрле утă пуçтарса кĕртнĕ, çурлапа тырă вырнă, кĕлтене çыхса сурата хывнă, йĕтемре ĕçленĕ, трактор валли шакмак каснă, бидонпа краççын йăтнă, ытти ĕçсем пурнăçланă. Атă-калуш таврашĕ пулман ун чухне, хĕлĕн-çăвăн çăпата сырнă. Уй-хирте кăнтăрла вăхăтĕнче çăнăх шỹрпи çитернĕ, пĕрер чĕлĕ çăкăр валеçнĕ. Пĕр çын пуçне куллен 200 грамм вика е вир кĕрпи уйăрнă. Хĕл кунĕсенче тыл ĕçченĕсем Улатăр районĕнчи Суйкăнра вăрман касса хатĕрленĕ. Унта та выçăллă-тутăллă ĕçленĕ, апла пулин те нăйкăшман. Пурте чунтан кĕтекен Çĕнтерỹ тылра ĕçлекенсенчен те нумай килнине лайăх ăнланнă вĕсем. Елизавета Кавалерова, унăн тантăшĕсем _ Мария Чуракова, Мария Сесюкина, Султания Шарапова, Сергей Драгунов тата Раиса Драгунова, Наталия Кавалерова, Виктор Судуковпа Иван Юманов (юлашки тăваттăшĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ, тылăн хастар ĕçченĕсен йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) тата ыттисем Аслă Çĕнтерỹ кунне хĕрỹ ĕçре кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн çĕнтерỹçĕ-салтаксем киле таврăнма пуçланă. 1946 çулта Елисăн ашшĕ те, Николай Петрович Кавалеров, тăван яла çаврăнса çитнĕ, мăшăрĕпе пĕрле, Мария Константиновнăпа, колхозри хĕрỹ ĕçре çаврăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи çулсенче Елизавета Кавалерова чылай çул уй-хир бригадинче, кайран техслужащире ĕçленĕ. Яланах тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна "Ĕç ветеранĕ" медаль парса чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 июня 2008
00:00
Поделиться