Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СЫВЛĂХ _ ХАМĂР АЛĂРА

 

 

 ВИРУСЛĂ В гепатитăн мишенĕ _ пĕвер. Çак вируса пула çынсен пĕверĕн шыççи (рак печени) 60 процент таранах пулать. Пĕвере сиенленĕ хыççăн В вирус вăраха кайнă гепатит е пĕвер циррозĕн чирĕсене пуçарать. Раççейре 5 миллиона яхăн В гепатит вирусĕллĕ çын пурăнать. Ку чир уйрăмах 15 çултисенчен пуçласа 29 çул таранчченхи çамрăксем хушшинче сарăлнă. Чир ертнисенчен кашни виççĕмĕшĕ вирус çакланни пирки пĕлмест. Вирус гепатичĕсене пула тĕнчере кашни çулах 1 миллион çын вилет. Вируслă гепатитран сыхланса пурăнма йывăрах мар. Пĕрремĕшĕнчен, ỹт-пĕве яланах тасалăхра тытмалла. Иккĕмĕшĕнчен, сипленнĕ вăхăтра стерилизациленĕ е пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла. Виççĕмĕшĕнчен, В гепатита хирĕç прививка тутармалла (çитĕннисене те, ачасене те). Ятарлă вакцина организма вирус лекесрен шанчăклă хỹтĕлесе тăрать. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, халăха В гепатитран хỹтĕлес тĕллевпе, районти ялсенче прививка мероприятийĕсем пыраççĕ. 35 çул таранчченхи граждансене прививка тăвасси 2007 çулта пуçланнă (18-19 çултисене _ 200 çынна, 20-29 çултисене _ 700 çынна, 30-35 çултисене _ 650 çынна). Вакцинацие 3 тапхăрпа туса ирттереççĕ. Пĕрремĕш хут прививка тунă хыççăн 1 уйăх тăхтаса тăмалла. Иккĕмĕш прививка хыççăн виççĕмĕшне 5 уйăхран кăна тумалла. 2008 çулта 2110 çынна (55 çул таран) прививкăсем тума палăртнă. Район çыннисене профилактика мероприятийĕсене активлă хутшăнма, палăртнă тапхăрсенче В гепатитран прививкăсем тутарма сĕнетпĕр. Медицина работникĕсем каланине вăхăтра пурнăçлани хамăршăнах лайăх пулĕ, хăрушă чиртен сыхланма май парĕ. Е.ДОЛГОВА, врач-инфекционист. Чиркỹ туни сăваплă 2005 ÇУЛТА Шăмăршă ялĕнче "Христос çурални" ячĕллĕ çĕнĕ чиркỹ тума пуçланă. Вăл малтанхи йывăç чирку (19 ĕмĕрти) таврашĕнчех çĕкленет. Паянхи кун пысăк чиркĕвĕн стенисене купаласси малалла пырать, ку ĕçе вĕçлесси нумаях юлман ĕнтĕ. Строительсен бригади объектра тăрăшулăх кăтартать. Чиркỹ настоятелĕ Николай протоиерей сăваплă строительство пуçланнăранпах канăçа пĕлмесĕр ĕçлет: объекта малалла тума спонсорсем шырать, тĕрлĕ материалсем турттарать. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пархатарлă ĕçе яланах тимлĕхре тытать, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăрать. Турă çуртне _ районти тĕп храма туса пĕтересси пиртен кашнийĕнченех килет. Шăмăршăри чиркỹ совечĕ предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен, вĕсенче ĕçлекенсенчен, предпринимательсенчен, пенсионерсенчен, сăваплă ĕçĕн пĕлтерĕшне тарăннăн ăнланакан граждансенчен пулăшу ыйтать. Кашнийĕ кăштах укçа пани те сисĕмлĕ сумма пухма май парĕ. Пархатарлă ĕç Турă сăваплăхĕпе таврăнĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2008
00:00
Поделиться