Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăнкăр-шăнкăр тăрă шыв

 

 

 

Хăçан юхма пуçлĕ-ши вăл Шăмăршăри пăрăхсем тăрăх? ШЫВ вăл _ пурнăç. Çакна никам та хирĕçлеймĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çакна палăртрĕ: "Халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе эпир ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртрĕмĕр тата ку енĕпе калама çук пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. 2008-2010 çулсенче тăвакан шыв управĕсемпе шыв пăрăхĕсене пула тулли районсем (Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Пăрачкав, Комсомольски тата ытти те) пахалăхлă ĕçмелли шывпа усă курма тытăнаççĕ. Çак проектăн хакĕ 4,5 миллиард тенкĕ ытла тăрать. Чăваш Енре хăйĕн халăхне шывпа тивĕçтерме çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни нихăçан та пулман". Вулакансем Палтиел ялĕ çумĕнчи вăрманта, Хырла шывĕ çинче пысăк водохранилище туни çинчен пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ăна çитес çул туса пĕтерме палăртнă, 2010 çулта вара район çыннисем тинех сывлăха сиен кỹмен таса шывпа усă курма пуçлĕç. Хальлĕхе вара районта 2005-2008 çулсем валли туса хатĕрленĕ "Шăмăршă районне шывпа тивĕçтересси çинчен" программа вăйра тăрать. Çак программăпа килĕшỹллĕн, 2007 çулта Шăмăршăри Заводская, Молодежная, 50 лет Октября, Луговая, Виçпỹрт Шăмăршăри Ленин урамĕсенчи водопровод сетьĕсене реконструкцилеме тата Палтиелĕнче шыв башни вырнаçтарма 649 пин тенкĕ уйăрнă. 2008 çулта пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ тата та пысăкрах: шыв ыйтăвне татса пама федераллă бюджетран 11 миллион та 100 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 8 миллион тенкĕ, район бюджетĕнчен 150 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак укçапа Палтиелĕнче 4 километр, Кивĕ Шăмăршăра 1,4 километр, Васанта 1,3 километр, Пăчăрлă Пашьелĕнче 2 километр водопровод тумалла тата киввисене реконструкцилемелле, Пăчăрлă Пашьелĕнче шыв башни вырнаçтармалла, Хырла шывĕ çинче водохранилище тунă çĕрти тĕп ĕçсене вĕçлемелле. Шăмăршă районĕнче халĕ 5,3 километр тăршшĕ, шыв илмелли 45 колонкăллă коммуналлă водопровод ĕçлет. Ним пытармалли те çук, водопровод сетьĕ кивелсе çитни, çуллахи профилактикăпа дезинфекци ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçламанни, тăтăшах пулакан аварисем ĕçмелли шыв пахалăхне чылай япăхлатаççĕ. Çакна лаборатори тĕпчевĕсем те çирĕплетсе параççĕ. 2007 çулта Шăмăршăри коммуналлă водопроводран тĕрĕслеме илнĕ 62 тĕслĕхрен 43-ĕшĕ санитарипе гигиена нормативĕсене тивĕçтереймен. Кăçалхи тăватă уйăхра тĕрĕслеме илнĕ 9 тĕслĕхрен 8 тĕслĕхĕ санитарипе гигиена нормативĕсене пăхăнман. Шыв пăтранчăк пулнипе, тĕсĕпе, тимĕр хисепĕпе, хытăлăхпа, тути япăххипе пахалăх шайне лараймасть. "Коммунальник" МУП халăха паракан шыв пахалăхне иртнĕ çул та, кăçал та лабораторире тĕрĕслеттермен. Шыв пухăнмалли вырăн йĕри-таврашне санитари зони туса хурас ыйту та пурнăçланмасть: ку тĕлĕшпе проект та хатĕрлесе çирĕплетмен. "Шыв пахалăхĕ çителĕксĕр пулни халăх сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать", - терĕç çак кунсенче пулса иртнĕ ларура район администрацийĕ çумĕнчи санитарипе эпидемиологи комиссийĕн членĕсем. Комисси "Коммунальник" МУП директорне В.К.Воробьева халăха шывпа тивĕçтерес ĕçре çирĕп йĕрке тума, шыв пахалăхне тăтăшах лабораторире тĕрĕслеттерсе тăма, планпа пăхнă профилактикăпа дезинфекци ĕçĕсене вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçлама, шыв пухăнмалли вырăнсенчи санитари зонисем валли проект туса çирĕплетме хушса хăварчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2008
00:00
Поделиться