Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă кăмăллă, ĕçчен

 

 

 

 

ÇУЛСЕМ ытла та хăвăрт чупаççĕ-çке. Нимле хăват чараймĕ вĕсене. Палтиелĕнче Çĕнĕ касра пурăнакан Улька аппа мана яланах çамрăк пек туйăнатчĕ. Астăватăп-ха вăл хĕр чухне вăйă картине тăрса халăх юррисене хитрен шăрантарнине, хут купăс кĕввипе ташласа ухăннине. Пăхса ытармалла мар хитреччĕ тата! 70 çула çитрĕ пулин те, çамрăк чухнехи илемлĕхне çухатман-ха вăл. Хăйне мăнна хуманни, çынсемпе яланах кăмăлтан калаçни, шỹтлени çамрăклатать пулĕ ăна. Пурнăçра Ольга Георгиевна Макарован аса илмелли темĕн чухлех: ачалăх, çамрăклăх, хĕрỹ ĕçре иртнĕ кунсем. Улька аппа Палтиел ялĕнче 1938 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ ача пулнă вĕсен. Улька улттăмĕш ачи пулнă. Ытла та йывăр килнĕ вĕсене: çĕр-шывра хăрушă вăрçă вучĕ алхасса кайнă. Ялти вăй питти арçынсене юнлă вăрçа иле-иле кайнă. Часах виççĕри Улькан ашшĕпе аслă пиччĕшне те вăрçа кайма черет çитнĕ. Амăшĕн йĕмен кунĕ те иртмен пулĕ. Ултă ачана тăрантарса пурăнма ытла та йывăр пулнă çав. Сасартăк йывăр чирлесе ỹкнĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. 6 ача ним хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă. Çакна аса илме Улька аппана ытла та йывăр пулчĕ. Куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса сăмах çăмхине малалла сỹтрĕ. _ Ачалăх мĕн иккенне пĕлмесĕрех юлтăм. Аннене кăшт çеç астăватăп. Пĕтĕм йывăр ĕç иккĕмĕш тете çине тиенчĕ. Кашни кун яшка, пашалу пĕçерме курăк пухма каятчĕ. Юр кайсанах кĕреçе илсе крахмал пухма каяттăмăр. Хăш чухне тăвансем сĕт те паркалатчĕç. Аслисемпе пĕрлех тĕрлĕ ĕçе хутшăнма тиветчĕ. Пурнăç пире пĕрре те ачашламарĕ. Улькан ашшĕ, Явар, вăрçăран аманса таврăннă. Ачисем ашшĕ килнишĕн чунтан савăннă. "Халĕ пурăнатпăр ĕнтĕ", - тенĕ вĕсем ашшĕне ыталаса. Анчах ĕмĕтленни кăлăхах пулнă. Сывалсанах ăна тепĕр хут юнлă вăрçа ăсатма лекнĕ. Улька йывăр пурнăçа пула шкула та час каяйман. Ашшĕ вăрçăран таврăнсан çеç, пĕлỹ тĕнчин алăкĕн урати урлă пĕрремĕш хут тăххăрта каçнă. Ашшĕ иккĕмĕш хут авланнă. Ама çури амăшĕ, Маюк, вĕсене шелленĕ, лайăх пăхма тăрăшнă. Улька шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Вĕреннĕ çын пуласчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах йывăр пурнăçа пула 7 класс çеç пĕтерейнĕ вăл. Çамрăклах пилĕк авнă, 16-ра чухне Мускав облаçне торф кăларма тухса кайнă. _ Ал-ура чăтма çук шăнатчĕ, тумтир япăхчĕ, _ калаçăва тăсать Улька аппа _ Пỹрнесем сивĕ çил вĕрнипе туйми пулатчĕç. Нумайăшĕ чирлесе килĕсене таврăнатчĕç. Эпĕ мĕнле чирлемесĕр юлтăм-ши? Икĕ çул ĕçлесен киле çаврăнса çитрĕм, колхоз ĕçне кỹлĕнтĕм. 18 тултарсан Ольга Сергеева Виталий Макарова качча тухнă. Питĕ килĕштерсе пурăннă вĕсем. Мăшăрĕ механизаторта вăй хунă, Улька кашни кун колхоз ĕçне васканă. "Телейлĕ мăшăр", _ тетчĕç вĕсем пирки. Укçа пуçтарса ялта пĕрремĕш чул çурт лартнă. Çемйи те хутшăнсах пынă. Анчах савăнăçлă вăхăт нумая пыман. Йывăр чире пула юратнă мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Улька ултă ачапа вăтăр тăххăрта чухне тăлăха тăрса юлнă. Пĕчĕкрен йывăрлăха тỹснĕскер, чăтма хал çитернĕ. Хуйхине ĕçпе пусарнă. Ултă ачине ура çине тăратасчĕ, йĕркеллĕ çынсем тăвасчĕ тесе чунтан тăрăшнă. Пĕр кун сиктермесĕр уй-хир бригадинче вăй хунă. Яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшнă. Хастар чĕреллĕ хĕрарăм 1976 çулта "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ята тивĕçнĕ. Районта та паллă колхозница шутланнă. Унăн сăнне Хисеп хăми çине темиçе хут та вырнаçтарнă. Вун иккĕмĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ те пулнă. Кашни уяврах ăна хаклă парнесемпе чысланă. "Ĕçне кура хисепĕ", - тенĕ ваттисем. Ахальтен мар халăх ăна хисепленĕ, шаннă. Икĕ хутчен район Советне, пĕр хутчен Палтиел ял Советне депутата суйланă. О.Г.Макарова халăх шанăçне тỹрре кăларма тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз ĕçĕнчен уйрăлман. Çулла та, хĕлле те ĕçленĕ, 60 çула çитиччен хăйĕн хастарлăхне кăтартнă. Ултă ача пăхса çитĕнтернĕшĕн ăна "Ача амăшĕн медальне" панă. Ырми-канми колхоз ĕçне хутшăннăшăн "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. Улька аппана ялта пурте хисеплеççĕ. Тăлăх ỹснĕрен те пулĕ, вăл ватă çынсене питĕ шеллет. Вĕсене май килнĕ таран пулăшать. Халĕ Улька аппа кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ вăсем. Кинĕ шкулта учительте ĕçлет. Хунямăшĕ вара килти ĕçĕсене те тума ĕлкĕрет, мăнукĕсене те лайăх пăхать, тĕрĕс воспитани пама тăрăшать. Килĕнче яланах тирпейлĕх, тасалăх хуçаланать. Сад пахчи те пуянлăхпа илĕртет. Пенсие тухсан капмар хуралтă çавăрчĕç. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. "Тупăш илсе мăнуксене вĕренме пулăшас килет", - тет Улька аппа савăнса. "Ĕмĕтсем татах пур-ха, мăнуксен ачисене курса савăнасчĕ", _ çапла палăртать хăйĕн туйăмне. Хисеплĕ, юратнă Улька аппа! Сире ырă кăмăллă, ĕçчен пулнăшăн чĕререн ырлăх-сывлăх, телей сунатăп, çын хуйхине ăнланма, ăна пулăшма тăрăшнишĕн пуç таятăп.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2008
00:00
Поделиться