Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ентеш _ Раççей чемпионĕ

 

 

 

МАЙĂН 16-18-мĕшĕсенче Архангельск облаçĕнчи Северодвинск хулинче кире пуканĕ йăтассипе спорт ветеранĕсен Раççей чемпионачĕ пулса иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ 230 спортсмен вăй виçнĕ. Вĕсен хушшинче _ пирĕн ентеш те, Шăмăршăра пурăнакан В.Шуряков. Владимир Петрович, тăватă енлĕн ăмăртса _ толчок, рывок, вăрăмлатнă цикл, икĕ енлĕ ăмăрту _ 75 килограма çитичченхи виçере харăсах тăватă ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, спорт ветеранĕсем хушшинче Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Чемпион ăмăртусене хутшăнма спонсорла пулăшу панăшăн район пуçлăхне В.Фадеева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне А.Максимова, Шăмăршăри ДРСУ ертỹçине В.Федотова, Л.Корчаков, В.Любимов предпринимательсене чун-чĕререн тав тăвать, вĕсен шанăçне тỹрре кăларса спортра тата пысăкрах çитĕнỹсем тума шантарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2008
00:00
Поделиться