Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Акатуй _ хаваслă юрă...

 

 

ЧАСАХ Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕн уçланкинче тата ипподромра районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ иртĕ. Художество коллективĕсемпе уйрăм солистсем уява килнĕ халăха савăк юрă-ташăпа тата такмакпа савăнтарĕç. Çак кунсенче пирĕн корреспондент район пуçлăхĕн заместителĕпе _ вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Н.Г.Игнатьевапа тĕл пулса калаçнă, ăна Акатуйри культура программипе паллаштарма ыйтнă. _ Акатуй программине республикăн "Чăваш Ен культури: 2006-2010 çулсем" тĕллевлĕ программине тĕпе хурса тата кăçал февраль-апрель уйăхĕнче ял поселенийĕсен художество пултарулăх коллективĕсем хушшинче иртнĕ районти фестивальти чи лайăх номерсене суйласа илсе йĕркелерĕмĕр. Уявăн культура программи _ концерт вăрман уçланкинчи тĕп сцена çинче иртет _ чăвашсен ĕç-хĕлне, юрри-ташшипе сăвă-такмакне, йăли-йĕркине сăнлакан "Тăван Ен" композиципе уçăлать. Ун хыççăн районти пĕрлештернĕ хор вырăс тата чăваш юррисене шăрантарĕ. Пысăк хора Елена Еремеева дирижер пулса ертсе пырĕ. _ Яланхи пекех, Акатуйра ял поселенийĕсен хорĕсем те пулаççĕ ĕнтĕ. _ Çапла. Пысăк сцена çинче Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Васан, Кивĕ Чукал тата Чукал ял поселенийĕсен хорĕсен юррисем янăрĕç. Шăмăршăри Культура керменĕнчи арçынсен тата хĕрарăмсен халăх хорĕсем те культура программине пуянлатĕç. _ Фольклор коллективĕсен савăк юрри-ташши _ уяв илемĕ... _ Паллах. Акатуйра Васанти халăх музейĕ çумĕнчи ачасен "Мерчен" халăх коллективĕ тата Пуянкассинчи "Ахаяс", Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕсем хăйсен интереслĕ композицийĕсемпе савăнтарĕç. _ Шăмăршă тăрăхĕ нумай нациллĕ район шутланать... _ "Обществăн ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пахалăхĕн пĕрлĕхлĕ системипе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен культурисене сыхласа хăварма тивĕçлĕ условисем туса хумалла...", _ палăртнă çỹлерех асăннă тĕллевлĕ Программăра. Районти е ялти кашни мероприятирех вырăспа чăваш, тутарпа ирçе халăхĕсен тĕрлĕ юрри-такмакĕ шăранать, вăл е ку нацин хитре костюмне тăхăннă ташă коллективĕсен тĕрлĕ халăх ташшисене курма пулать. Акатуйри концерт программине хатĕрленĕ чухне те хамăр районти тĕрлĕ халăхсен юрри-ташшипе сăвви-такмакне анлăн кăтартассине малти вырăна хутăмăр. Вырăс Чукалĕнчи "Ивушка" ансамбль, Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьелĕнчи хĕр арăмсен вокал ушкăнĕсем, райцентрти арçынсен тата хĕр арăмсен халăх хорĕсем, уйрăм солистсем вырăс халăхĕн е композиторсем кĕвĕленĕ вырăссен çепĕç юррисене шăрантарĕç. Палтиел шкулĕн ташă ушкăнĕ бал ташшин юхăмĕнче çаврăнĕ. Асанкассинчи Назиря Багдеевапа Гузелия Хайретдинова тутар халăх юррипе, Палтиелĕнчи Энзия Шарипова тутарсен эстрада хайлавĕпе, çак ял шкулĕнчи "Созвездие" ташă ушкăнĕ тутар халăх ташшипе паллаштарĕç. Ирçе Тĕккинчи Тамара Васильева ирçесен такмакĕсене каласа килентерĕ. Программăра чăвашсен юрри-ташши те сахал мар. Асăннă фольклор коллективĕсен композицийĕсем шăпах вĕсемпе çыхăннă. Чăваш юррисене ялсенчи хорсен, вокал ансамблĕсен, уйрăм солистсен программисене кĕртнĕ. Уяв концерчĕ чăвашлăхпа çыхăннă анлă композиципе уçăлнине асăнтăм ĕнтĕ. _ 2008 çула Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă... _ Уявра Кивĕ Чукалти Малеевсен, Пуянкассинчи Пушкинсен тата ытти çемье ансамблĕсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ художество пултарулăхне кăтартаççĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2008
00:00
Поделиться