Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял çĕнелет

 

ШĂМĂРШĂ пасарĕпе юнашар виçĕ хутлă нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт çĕкленет. "Строитель" ООО ĕçченĕсем ĕçре тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Паянхи кун тĕлне объектăн пĕрремĕш хутне купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, бетонпа тимĕр плитасем сарнă. Хальхи вăхăтра Андрей Никишин ертсе пыракан бригада _ ун йышĕнче Анатолий Архипов, Николай Быков, Николай Давыдов, Константин Иванов, Аркадий Кошкин, Анатолий Михайлов тата Юрий Столяров рабочисем ĕçлеççĕ _ çуртăн иккĕмĕш хутне купалать. Объектри ĕçсем пĕр тикĕс пыраççĕ, строительство материалĕсем тĕлĕшпе чăрмавсем çук. Силикат кирпĕчсене Ульяновск облаçĕнчен Николай Павловпа Виталий Матвеев водительсем турттараççĕ. Вĕсем хăйсене шанса панă КамАЗĕсене яланах юсавлă тытаççĕ, канмалли кунсенче те рейса тухаççĕ. Радий Локтинпа Сергей Константинов крановщиксем те ĕçре хастар.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2008
00:00
Поделиться