Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Президент программине _ пурнăçа ÇУЛ САРАÇÇĔ _ ИЛЕМ КỸРТЕÇÇĔ

 

 

 

ÇĂВА тухнă май, çул-йĕр ăстисен те ĕç нумайланать: çĕнĕ çулсем хывмалла, унта-кунта юсав ĕçĕсем ирттермелли те тупăнсах тăрать. _ Кăçал пирĕн 130 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла, _ терĕ районти çул-йĕр тăвакан тата юсакан управлени ертỹçи В.Федотов. _ Тĕрĕсрех каласан, Хĕрлĕ Васан поселокĕнче 11 километр, Баскакпа Муллиная поселокĕсем хушшинче 13 километр, Максим Горький поселокĕнче 6 километр та 700 метр асфальт сарма палăртнă. Кунсăр пуçне Васанпа Ярăслав хушшинче 2 километр, Чукалта тата Анат Чкаткасра пĕрер километр çул юсамалла. Çул-йĕр ăстисем пĕр кун та ахаль тăмаççĕ темелле. Сăмахран, Ирçе Тĕкки ялĕнчен тытăнса Баскак поселокне çитиччен 6 километр çĕр хăпартнă, Васан поселокне çитме 9 километр вак чул сарнă. Кĕçех кунта асфальт сарма тытăнаççĕ. Çавăн пекех, Васан ялĕнче те пĕр километр çула юсанă. Çулсем çинчи вак юсав (ямочный ремонт) ĕçĕсем вара кашни кун тенĕ пекех иртеççĕ. Ертỹçĕ каланă тăрăх, мĕн пур ĕçсем палăртнă графикран маларах пулса пыраççĕ. Ĕçлеме материалсем çитеççĕ. Яманчурель каръерĕнчен кăна кашни кунах вăтамран 360-шар тонна вак чул кỹрсе килеççĕ. Ку ĕçре А.Стратилатов, В.Борисов, В.Потапов тата Е.Стратилатов водительсем уйрăмах тăрăшуллă. Çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленире маттур ĕçченсем тата та пур. Çул сарма тăпра хăпартнă çĕрте, акă, М.Сергеевпа В.Тимофеев экскаваторщиксене, Ю.Иванов бульдозериста, В.Красновпа Н.Кузьмин автогрейдеристсене палăртмалла. Çулсен "тумтирĕ" _ асфальт. Продукципе асфальтпа бетон завочĕ туллин, пĕр чăрмавсăр тивĕçтерсе тăрать. Сăмах май, ăна тĕпрен çĕнетсе улăштарнă, кунта 6 миллион тенкĕлĕх ку чухнехи çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. А.Иванов мастер ертсе пыракан тулли хăватпа ĕçлекен завод сменăра 350-400 тонна таран паха асфальт хатĕрлесе ăсатма пултарать. Кунта та хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен опытлă специалистсем вăй хураççĕ. _ Çул сарăлать _ чун савăнать, _ терĕ юлашкинчен В.Федотов. _ Такăр çулсем вара пурне те кирлĕ. Кашни ялах асфальтлă çулпа çыхăнтармаллине Чăваш Республикин Президенчĕн программинче те палăртнă. Пирĕн вара ăна пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлемелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2008
00:00
Поделиться