Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИСКУССТВĂН АСАМЛĂ ТĔНЧИНЧЕ

 

 

 ШĂМĂРШĂРИ ача-пăча искусство шкулĕн райцентрти Культура керменĕнче иртнĕ отчетлă выставкипе концертне килнĕ çынсем малтан фойерикерчĕксен куравĕпе паллашрĕç. Сăнарлă искусствăн тĕрлĕ жанрлă ỹкерчĕкĕсем _ натюрмортсем, пейзажсем, сюжетлă композицисем тỹрех тыткăна илчĕç. Искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче вĕренекенсен 60 ытла творчество ĕçне тăратнă курава. Чи пĕчĕккисем тĕнчене художник куçĕпе курса, ăна творчество фантазийĕпе пуянлатни выставкăна килнисене питĕ савăнтарчĕ (С.Петров "Шыв айĕнчи тĕнче", С.Полковников "Манăн тус", "Манăн çемье"). М.Константинова ỹкерчĕкĕсем те килĕшỹллĕ ("Çăварни", "Туслă çемье"). Ю.Денисова ("Пĕчĕк скрипачка"), И.Егоров ("Пирĕн хуçа") ỹкернĕ картинăсем те _ вĕсем 8 çулта _ хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. 9 çулти Ю.Медведева ("Çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕсем"), 11 çулти Д.Поляков ("Художник ỹкерет") сăрăсемпе ăнăçлă ĕçлеме пĕлни сисĕнет. Аслăрах классенчи ачасем вара кăранташпах хитре натюрмортсем, ытти жанрлă ỹкерчĕксем тума пĕлни, вĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр творчество шыравĕнче çỹрени чунра ăшă туйăмсем хăварчĕ. Кунта уйрăмах В.Юманов, М.Морозов, Э.Мулякова тата ыттисен ĕçĕсене палăртмалла. Искусство шкулĕн музыка уйрăмĕн концерт программине кунта ĕçлекен преподавательсен "Каприс" вокал ансамблĕ уçрĕ. Нумай сасăпа янăракан илемлĕ юрă кашнийĕн чунне ăшăтрĕ. Малалла вара концерт программине ачасем тăсрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен хорĕ (руководителĕ Т.Б.Яковлева) ăста юрлама пĕлнине кăтартса пачĕ. Т.Давыдовапа Ю.Сабанова пианинăпа тĕрлĕ произведенисене илемлĕн выляса килентерчĕç. А.Яковлев джаз импровизацийĕпе тĕлĕнтерчĕ. К.Севрюгинпа А.Петров баянистсем, М.Драгуновпа Н.Угарина гитаристсем те ăсталăхпа палăрчĕç. О.Лысова аккордеонистка вара хальхинче те куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе, творчество фантазийĕпе тĕлĕнтерчĕ. Халăх инструменчĕсен тата гитаристсен ансамблĕсем, Е.Муромцева солистка-вокалистка программăна хăйне евĕр тĕс кỹчĕç. С.И.Никишина, Т.Б.Яковлева, А.С .Воронцова преподавательсем те куракансене хитре юрăсемпе тыткăнларĕç.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2008
00:00
Поделиться