Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçре пиçĕхнине мĕн çиттĕр?

  

 

 АМРĂКСЕНЕ вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси" программăпа килĕшллĕн Шăмăршăри халăха ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлекен центр кăçалхи тăватă уйăхра 91 çамрăка ĕç тупса пачĕ. Организацисемпе тата предприятисемпе 6 договор тунă. 2008 çул _ Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çавна май çамрăксене патриотизмла воспитани парассине, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, ватă çынсене киле пырса пулăшассине тĕпе хурса ятарлă списоксем йĕркелерĕмĕр. Кăçал кăна 25 вăрçă ветеранне, 17 салтак арăмĕпе ватă çынна пулăшма пултартăмăр. Ку тĕлĕшпе Палтиел, Чукал, Пуянкасси, Васан, Пăчăрлă Пашьел шкулĕсенче вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кĕçех шкулсенче вĕренỹ çулĕ вĕçленет, кашни шкултах вĕренекенсен ĕç бригадисем йĕркеленеççĕ. Çамрăксене вăхăтлăха ĕç тупма халăха ĕçе вырнаçтаракан центр та пулăшма хатĕр. Организацисемпе, предприятисемпе договорсем тунă чух чи малтанах ĕçшĕн тỹлессине тĕпе хуратпăр. Эпир те федераллă бюджет шутĕнчен укçа-тенкĕпе пулăшатпăр. Енчен те эсир 14 тултарнă пулсан, ĕçлес килсен, пирĕн пата килĕр. Çамрăклах ĕçре пиçĕхнине, укçа хакне пĕчĕкрен пĕлсе ỹснине мĕн çиттĕр? Халăха ĕçе вырнаçтаракан центра килнĕ чухне çак документсене илме ан манăр: паспорт, перекет кĕнеки, пенси страхованийĕн свидетельстви (пур пулсан).

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2008
00:00
Поделиться