Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОНКУРС ÇĔНТРЕỸÇИСЕМ ПАЛЛĂ

 

 "ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин регионти уйрăмĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 63 çул çитнине халалласа ача-пăчапа вĕренекен çамрăксем хушшинче ăсталăх конкурсĕ ирттерни çинчен эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çĕнтерỹ кунĕ умĕн конкурс ирттерме йĕркеленĕ ятарлă комисси "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмне килнĕ ăсталăх ĕçĕсене пăхса тухса çĕнтерỹçĕсемпе лайăххисене палăртрĕ. Ача-пăча конкурсне пĕтĕмпе пилĕк вăтам шкулпа Шăмăршăри ача-пăча искусствин шкулне çỹрекенсем, пурĕ 30 яхăн ĕç тăратрĕç. Комисси конкурса хутшăннă 28 ĕçе пăхса тишкерчĕ. Конкурс условийĕсемпе килĕшỹллĕн 1-7 классенче вĕренекенсем хушшинче "Лайăх ỹкерчĕк" номинацире Шăмăршăри ача-пăча искусствин шкулне çỹрекен Елена Еремееван "Вкусная каша" ĕçне чи лайăх ỹкерчĕк тесе палăртрĕ. Çак номинацирех ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен _ Миша Морозовпа Роман Чувашов ỹкерчĕкĕсене иккĕмĕш, Настя Баклановапа Вася Юманов ĕçĕсем виççĕмĕш вырăнсем йышăннă тесе палăртрĕ. Çапла вара Е.Еремееван "Вкусная каша", М.Морозовăн "Они сражались за Родину", Р.Чувашовăн "Наши наступают", Н.Бакланован "Письма с фронта" тата В.Юмановăн "Вражеский самолет" ỹкерчĕкĕсене комисси конкурсăн республикăра иртекен иккĕмĕш тапхăрне хутшăнмашкăн тăратма йышăнчĕ. Çавăн пекех "Лайăх сочинени" номинацире Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн саккăрмĕш класĕнче вĕренекен Марина Улюкинан райхаçатра пичетленнĕ "Мăн асатте" материалĕпе сăввине, Шăмăршăри вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекен Ирина Саландаеван "Пирĕн асатте-фронтовик _ мăнукĕсемпе" сăн ỹкерчĕкне çĕнтерỹçĕсем тесе палăртрĕ. Кунсăр пуçне комисси Шăмăршăри искусство шкулĕнче вĕренекен Юлия Денисова, Алеша Петров, Саша Полковников, Дима Поляков тата Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Кристина Кузьмина ĕçĕсене хавхалантармалли призсем пама йышăнчĕ. Ăсталăх конкурсĕн çĕнтерỹçисене "Единая Россия" партин Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн Дипломĕсемпе хаклă призсем кĕтеççĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 мая 2008
00:00
Поделиться