Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Савăнтарчĕç пĕчĕккисене

 АНАТ ЧАТКАС шкулĕнче вĕренекенсем кашни кунах ырă ĕç тума тăрăшаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере 5-мĕш класра вĕренекенсем ача садĕнче хăнара пулчĕç. Унта ĕçлекенсем, воспитательсем тата пĕчĕк ачасем шкул ачисене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Чăн малтанах пиллĕкмĕшсем ачасене концерт лартса пачĕç. Ачасем юрларĕç, ташларĕç. А.Лукиянова ("Эп те пулнă-ши вара") тата О.Савельев ("Кăвак кăвакарчăн") шăрантарнă юрăсем, А.Баклановапа А.Лукиянова ташланă чăваш ташши ачасене уйрăмах килĕшрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле тĕрлĕрен вăйăсем выляса савăнчĕç. Шкул ачисем садике пушă алăпа каймарĕç, пĕчĕккисене тетрадьсем тата кĕнекесем парнелерĕç.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 мая 2008
00:00
Поделиться