Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Иван Мандрюков _ районти конкурс çĕнтерỹçи

КЛУБ работникĕн пĕлтерĕшне ỹстерес, творчествăн пултаруллă ĕçченĕсене тупса палăртас тĕллевпе Шăмăршăри Культура керменĕн информаципе методика центрĕ районти клуб учрежденийĕсен ĕçченĕсем хушшинче çулленех "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурс йĕркелет. Çакнашкал мероприяти нумаях пулмасть Кивĕ Шăмăршăри клубра иртрĕ. Ялсенчи культура работникĕсем тĕрлĕ енлĕ творчество ăсталăхне кăтартса пачĕç, кулинари фантазийĕпе паллаштарчĕç. Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен жюри Палтиелĕнчи, Асанкассинчи, Ярăславри Культура çурчĕсен заведующийĕсене _ Гузель Азизована, Елизавета Хвостикована тата Жанна Антипована тĕрлĕ номинаци призĕсемпе чысларĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнчи "Ремикс" халăх вокалпа инструментсен ансамблĕн сасă режиссерĕ Иван Мандрюков вара культура ĕçченĕсен 2008 çулхи конкурсĕн çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Конкурса хутшăннисем Дипломсемпе призсем илчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 мая 2008
00:00
Поделиться