Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САЛТАК ЯЧĔ ЯЛ-ЙЫШРА ХИСЕПЛĔ

 

 

 

 

Кĕске справка В. Н. ЯКОВЛЕВ 1971 çулта Патăрьелĕнче çуралнă. Чăваш. 1988 çулта Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1993 çулта Хусанти аслă танк çар училищине пĕтерсен çамрăк лейтенант Карелири çар чаçĕнчи танксен взводне йышăннă. Подразделение отличниксен шутне кĕртнĕ май, пултаруллă офицера тепĕр çултанах рота шанса панă. Çурçĕр Кавказ регионĕнче çар тивĕçне Присяга хушнă пек пурнăçланăшăн В. Н. Яковлева "Хăюллăхшăн" орденпа наградăланă. 1998-2003 çулсенче вăл Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн çар комиссариатĕнче уйрăм начальникĕн, çар комиссарĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 2003-2006 çулсенче Валерий Николаевич Тăвай районĕн çар комиссарĕ пулнă. 2006 çулхи июньтен пуçласа В. Н. Яковлев подполковник Патăрьелпе Шăмăрăшă районĕсен çар комиссарĕ пулса ĕçлет. Авланнă. Мăшăрĕпе пĕрле 2 ача ỹстерет. Нумаях пулмасть пирĕн корреспондент В. Н. Яковлев подполковникпа тĕл пулса калаçнă, ăна çурхи призывпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Василий Николаевич, Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, пирĕн тăрăхран миçе çамрăка çар службине яма палăртатăр? _Хальлĕхе _ 32 çынна. Призыв тапхăрĕнче хăш-пĕр çамрăксем тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă май, çак йыш кăштах ỹсме те пултарать. _ Çамрăксем хăш çарсенче службăра пулĕç? _ Шăмăршă районĕнчи çамрăксенчен 13-шĕ _ Шалти çарсенче, 7-шĕ _ Типĕ çĕр çинчи çарсенче, 5-шĕ _ Сывлăш-çар вăйĕсенче, 3-шĕ _ Сывлăш-десант çарĕсенче, 2-шĕ _ Центра пăхăнакан чаçсенче, 2-шĕ Чрезвычайлă лару-тăрусене хирĕç кĕрешекен министерствăн (МЧС) подразделенийĕсенче служба тивĕçне пурнăçлĕç. Повестка илнисен пĕрремĕш ушкăнне майăн 15-мĕшĕнче çар службине ăсататпăр. _ Призывниксен пĕлỹ шайĕ еплерех? _ Вĕсенчен 24-шĕ _ пĕтĕмĕшле вăтам, 6-шĕ _ ятарлă вăтам, 2-шĕ тулли мар вăтам пĕлỹ илнĕ. _ Призыв валли çар специалисчĕсене те вĕрентсе хатĕрлерĕр-и? _ Паллах. Акă, службăна каякансенчен 6-шĕ çар комиссариачĕн направленийĕпе вĕренсе водитель удостоверенийĕллĕ пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ чаçсенче çар техникин рулĕсем умне ларĕç. Пĕр призывник Шупашкарти пĕрлештернĕ техника шкулĕнчен радист специальноçĕпе вĕренсе тухнă. _ Юлашкинчен призывниксене мĕн сĕннĕ пулăттăр? _ "Салтак тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Федераллă саккуна улшăнусемпе хушăмсем кĕртнĕ май, халĕ граждансен действительнăй службăра пĕр çул кăна пулмалла. Кĕске срокри служба тивĕçне шăмăршăсем çар Уставĕсем хушнă пек пурнăçласа район чысне çỹлте тытасса, çуралнă яла, тăван çемьене чăн-чăн арçынсем пулса таврăнасса шансах тăратăп. Службăран таврăннă çынсене ял-йыш ытларах хисеплет, вĕсене хуть мĕнле ĕçе те хапăлласа йышăнаççĕ. Йĕкĕтсене службăра ăнăçу сунатăп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 мая 2008
00:00
Поделиться