Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

2008 _ Çемье çулталăкĕ

 

 

Ăшă хĕлхем сапакан чун "ПУРНĂÇ пурăнса ирттересси _ уй урлă каçасси мар", _ çапла калать йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăç илемлĕхĕпе тĕнчине çухатман сакăр теçетке урлă каçнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ _ Агафия Петровна Васильева (хĕр чухнехи хушамачĕ _ Журавлева). Вăл хăйĕн тивĕçне пурнăçланă тесе шутлать: йывăç лартнă, кил-çурт ăшшине упраса хăварнă, ачисене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Агафия Петровна çемйине хăнана килсен мана чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ: илемлĕ сăн-пит хăйĕн патне çепĕçлĕхпе илĕртет, ăшă та çĕмĕрт евĕр хура куçсем хĕлхем сапаççĕ тейĕн, çи-пуçĕ тирпейлĕ те таса, тĕрĕллĕ тутăр айĕнчен кăшт кăна курăнса тăракан шурă çỹç пайăркисем кăна шăпа пỹрнĕ йывăрлăхсене чăтса ирттерни çинчен пĕлтереççĕ. Сăпайлăх тата ырă кăмăллăх тỹрех палăраççĕ. Агафия Петровна мана питĕ тараватлă кĕтсе илчĕ. Хăтлă хваттерте çемье ăшши, çепĕçлĕх тата хаваслăх хуçаланни куçа курăнать. Ахальтен мар мана ун çинчен ыррине кăна каларĕç! Пĕр пỹлĕме кĕрсе лартăмăр. Калаçу çăмхи те кусма тытăнчĕ. Агафия Петровна 1926 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнчи нумай ачаллă хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1940 çулта ялти çичĕ класлă шкула пĕтернĕ. Вĕренỹре "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă, вулама юратнă. Çав çулах тăван ялĕнчен çичĕ çухрăмра вырнаçнă Шăмăршăри вăтам шкула 8-мĕш класа çỹреме тытăннă. Çулсем япăх пулнă, транспорт çỹремен, анчах та асаплă нушасене пăхмасăрах Агафия Журавлева çумăр çунă вăхăтра та, çил-тăман алхаснă чухне те малалла вĕренме талпăннă. 1941 çулта хăрушă вăрçă пуçланнă. Вăй-питти арçынсене фронта илсе кайнă. Хĕрарăмсем вăй çитнĕ таран тылра тăрăшнă. Агафия вĕренекен 9-мĕш класа Улатăр районне окопсем чавма илсе кайнă. "Хĕлле шартлама сивĕччĕ, 42 градус таранах. Эпир _ 15 çулхи хĕр ачасемпе арçын ачасем _ шăнса кайнă алăсемпе юлашки вăй-хала пухса шăннă çĕре кĕреçесемпе тата лумсемпе таккатпăр. Апат-çимĕç çитмен, ăшă тумтир те пулман. Пĕтĕмпех фронта ăсатнă. Окопсем чавнă çĕрте те _ хĕр арăмсемпе ачасем кăна. Выçăлла ĕçлени те сахал мар пулнă. Икĕ уйăх ĕçлерĕмĕр, тертлентĕмĕр. Ку асаплă çулсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Анчах чăтса ирттерме Турри вăй-хăват панă тейĕн", _ хурланса аса илет Агафия Петровна. Икĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн Агафия класне вăрман касса хатĕрленĕ çĕре илсе каяççĕ. Кайран яшсемпе хĕрсем чукун çул тунă çĕрте (Тутар республикинче) ĕçлеççĕ. Унтан _ тăван колхозра. Вăрçă вăхăтĕнче пĕчĕк пулăшу та пысăк хакра пулнă. Çакна лайăх ăнланнă çамрăксем, Аслă Çĕнтерỹшĕн ырми-канми тăрăшнă. Каярахпа, самана кăшт йĕркеленсен, Агафия Журавлева каллех шкула çỹреме пуçлать. Тарăн пĕлỹ панă хăйĕн вĕрентекенĕсене паянхи кун та ырăпа асăнать Агафия Петровна. Хăйĕн пĕрремĕш учительне Евдокия Архиповна Терентьевана та манмасть. "Евдокия Архиповна ĕçне хисеплеттĕмччĕ, хамăн та вĕрентекен пулас килетчĕ", _ çапла аса илет Агафия Петровна. Пурнăç ăна _ вĕрентекен ĕçне килĕштерекенскере _ çул уçса панă: Агафия Петровнăна вĕрентекенсем çитменнипе Патăрьелĕнчи педагогика училищине икĕ эрнелĕхе физикăпа математика вĕрентекенĕсен курсĕсене вĕренме яраççĕ. Кун хыççăн Шăмăршăри вăтам шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентме тытăнать. 1947 çулта куçăмсăр майпа (заочно) Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренсе пĕтерет, алла кĕçĕн классен вĕрентекенĕн дипломне илет. Ырми-канми тăрăшса, ачасене тĕрĕс воспитани парса 45 çул вĕрентнĕ Агафия Петровна. 1970 çулта пултаруллă педагог Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята илме тивĕç пулнă. Агафия Петровна вĕрентсе кăларнă ачасем хушшинче _ тава тивĕçлĕ тухтăрсем, вĕрентекенсем, ял-хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, паллă инженерсемпе строительсем, экономистсемпе юристсем. Паянхи кун та вĕсем ăна тав тăваççĕ, саламлама та манса каймаççĕ. Пурнăç уттинчен нихăçан та юлман Агафия Петровна. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Шел пулин те, мăшăрĕпе нумай савăнса пурăнайман А. П. Васильева. Вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Шанчăка çухатман хĕрарăм ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Çирĕп кăмăллă Агафия Петровна тăватă хĕр пăхса ỹстернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, телейлĕ, ача-пăчаллă. Аслă хĕрĕ _ Галина Петровна _ Шупашкарти больницăн неврологи уйрăмне ертсе пырать. Вăл _ аслă категориллĕ тухтăр, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ, тĕп хулари чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Çав вăхăтрах Галина Петровна Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче доцентра тăрăшать. Унăн ывăлĕ Михаил та амăшĕн çулĕпех кайнă, Шупашкарти онкологи диспансерĕнче урологи уйрăмĕнче хирургра вăй хурать. Иккĕмĕш хĕрĕ _ Людмила _ Чулхулари медицина институтне пĕтернĕ хыççăн çак хулари çарпа медицина академийĕнче врач-терапевт пулса ĕçлет. Унăн мăшăрĕ те тухтăр, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Людмила Петровна _ медицина наукисен кандидачĕ, доцент. Виççĕмĕш хĕрĕ _ Роза _ Санкт-Петербург институчĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕн çумĕ. Шупашкарта пурăнать. Чи кĕçĕн хĕрĕ _ Елена _ Шупашкарти кооператив техникумне пĕтернĕ, "Чувашия" курортра вăй хурать. "Ырă кăмăллă та сăпайлă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр ачамсем _ маншăн чăн-чăн пуянлăх. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать", _ тет Агафия Петровна. Юлашки 3 çул ĕнтĕ вăл хăйĕн Галя хĕрĕн çемйинче (Шупашкарта) пурăнать, çу кунĕсене вара тăван ялта _ Васанта ирттерет. Тараватлă хĕрарăм мана хăйĕн ал ĕçĕсене те кăтартрĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ тĕрĕ-эрешсем тĕрлеме пултарать иккен педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Çирĕп сывлăх, телей, савăнăç, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр сире, хисеплĕ Агафия Петровна!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 мая 2008
00:00
Поделиться