Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ

 

ВАСАНТА çуралсаснĕ Нина Васильевна Морякова Хусанти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн Мурманскра врач-терапевт пулса ĕçленĕ. 1939 çулта финн вăрçи пуçлансан ăна çар службине илнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ ялкăшма тытăнсан полкра çар врачĕ пулнă. Кун хыççăн вара Çурçĕр, Карели, 2-мĕш тата 3-мĕш Украина фрончĕсенче санитари ротин командирĕнче службăна малалла тăснă. Хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланăшăн медицина службин капитанĕ Н.В.Морякова II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденне тата чылай медале тивĕçнĕ. 1945 çулхи февральте Нина Васильевна йывăр аманнă, ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлнă. Çав çулхи июньте вăл демобилизаци йĕркипе Чăваш Ене таврăннă, чылай çул хушши Шупашкарти 1-мĕш больницăра врач-невропатолог, республикăри психоневрологи диспансерĕн тĕп врачĕ, республикăри психиатри больницин уйрăм заведующийĕ пулса вăй хунă. Пархатарлă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Н.В.Морякована "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ят, "СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" знак парса чысланă.

 

Ххх

 

 НИКОЛАЙ Дмитриевич Платонов, Кивĕ Шăмăршă çынни, вăрçă пирки хаçат материалĕсем тăрăх кăна пĕлмен. Вăл граждан вăрçинченех алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçнă. Фашистсен эшкерĕсем Тăван çĕршыва систермесĕр тапăнса кĕрсен вăл, 45-ри арçын, 20-ри çамрăксемпе пĕрле Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăнă. Николай Платонов Сталинградра Паулюс армине çавăрса илсе тыткăна илнĕ çĕре, Украинăн чылай хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă, Кенигсберга, Прагăна штурмланă. Паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн госпитальте темиçе уйăх сипленнĕ хыççăн тăван яла таврăннă, уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пĕрле 5 ача ỹстерсе çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

 

Ххх

 

 ÇĔНĔ ТĂРĂНТИ А.П.Никифоров 1937 çулта действительнăй службăна кайнă. 1941 çулта калех Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Малтан вăл отделени командирĕ, каярахпа стрелоксен взвочĕн командирĕ пулса çапăçнă. Çапăçусенчи пултарулăхпа хăюлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, темиçе медальпе наградăланă. Вăрçă вĕçленсен Александр Петрович нумай çул хушши колхоз бригадирĕнче тăрăшнă.

 

 ххх

 

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ педагогика училищинчен вĕренсе тухнă Палтиел каччине Минетдин Ямалтдинович Калакова тăван ялĕнчи шкулта учитель пулса вăрах ĕçлеме тивмен _ 1942 çулхи март уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Волхов фронтĕнче çапăçнă вăл, йывăр аманнă. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн ăна 18-мĕш гварди сывлăш-çар десанчĕн дивизине янă, хими разведкин отделенийĕн командирĕ туса хунă. Пирĕн ентеше Çурçĕр хĕвел анăç, 2-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçма тивнĕ, Корсунь-Шевченко операцине хутшăнса Днепр урлă каçнă. Çапăçусемпе Молдави, Румыни, Венгри, Австри çĕрĕсем урлă иртнĕ М.Калаков. Вăл _ Аслă Отечествăлла вăрçăн I степень орден, "За отвагу", "За боевые заслуги" медальсен кавалерĕ. 1945 çулхи октябрьте çĕнтерỹçĕ салтак тăван яла таврăннă, каллех шкулта ĕçлеме тытăннă. Каярах вăл "Мир" колхозра халăх контролĕн комитечĕн председателĕнче вăй хунă, асăннă колхозăн председателĕ, Палтиел ял Совечĕн председателĕ пулнă. Мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн Минетдин Ямалтдиновича "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. Вăл çавăн пекех "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" знака та тивĕçнĕ.

 

 ххх

 

1941 ÇУЛТА Энтĕрьел каччи Сергей Филиппов Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Малалла вĕренме каяс ĕмĕте вара вăрçă татнă _ вун саккăрти йĕкĕте сентябрь уйăхĕнче повестка тыттарнă... Малтанласа икĕ уйăх йĕлтĕрçĕсен запасри полкĕнче пулма тивнĕ ăна, унтан Хĕвел анăç фронтне лекнĕ, 49-мĕш арми йышĕнче Мускава сыхласа хăварассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. 1942 çулхи сентябрьтен пуçласа вăрçă пĕтичченех Сергей Петрович сывлăшран тапăнассинчен хỹтĕленекен зенитка чаçĕсенче оруди командирĕ пулса Хĕвел анăç тата Ленинград фрончĕсенче çапăçнă, фашистсене аркатнă. Паттăр салтак пулнă С.Филиппов, çапăçусенче палăрнăшăн Аслă Отечествăлла вăрçăн I степень орденне, "Паттăрлăхшăн", "Çапăçусенче палăрнăшăн", "Мускава хỹтĕленĕшĕн" тата ытти медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн тинех хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килнĕ ăна _ вăл Хусанти Патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, наукăпа тĕпчев лабораторийĕнче, çар заводĕнче ĕçленĕ. 1954 çулхи августра С.П.Филиппов тăван яла таврăннă, Палтиелĕнчи вăтам шкулта учитель пулса ĕçлеме тытăннă, 1988 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. ххх 1939 ÇУЛТА салтак тумне тăхăннă Н.Денисов демобилизаципе киле таврăнассине кĕтсе илеймен _ вăрçă пуçланнă. Малтанхи çапăçусенчен пĕринче тыткăна çакланнă. Унтан тарнă хыççăн вăл 283 гварди стрелоксен полкĕнче çапăçма тытăннă, хăюлăхпа паттăрлăхпа пĕрре кăна мар палăрнă, йывăр çапăçусемпе Берлина çитнĕ. Фашистсен тĕп йăвине илессишĕн пынă çапăçура Н.Денисов йывăр аманнă. Ентеше Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечествăлла вăрçăн I степень орденĕпе наградăланă. Тăван ялне _ Кивĕ Чукала _ таврăннă хыççăн Н.И.Денисов 1979 çулччен, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, шкулта ачасене вĕрентнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 мая 2008
00:00
Поделиться