Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патирексем ăна асрах тытаççĕ

 

 

 

 ВАДИМ Николаевич Лысов Патирекре çуралса ỹснĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çамрăк лейтенант фашистсене хирĕç чăн малтанхи çапăçусене хутшăннă. Çĕнтерỹ кунне В.Н.Лысов майор Берлинта кĕтсе илнĕ. Тăван çĕршыв унăн паттăрлăхне Отечествăлла вăрçăн виçĕ орденĕпе тата икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа хакланă. Вăрçă хыççăн Вадим Николаевич çар академийĕнчен вĕренсе тухнă, авиацире службăра тăнă. Запаса вăл подполковник званийĕпе кайнă. Темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ пулин те, патирексем паттăр командира асра тытаççĕ

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 мая 2008
00:00
Поделиться