Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Никама та манман, нимĕн те манăçмасть

 

 

 

АСЛĂ Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Шăмăршă районĕнчи пиншер çын Тăван çĕршыв хтĕлевçисен ретне тăнă. Вĕсем тĕрлĕ фронтсенче хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр хăюллăн та паттăррăн çапăçнă. Вăрçă историйĕн страницинче В.И.Уруков ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Гварди майорĕ хăйĕн батальонĕпе тăшмана хăюллăн аркатнă. Польшăна ирĕке кăларнă вăхăтра, 1945 çулхи январьте, йывăр аманнăскер, Виталий Иванович çар госпиталĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Вилнĕ хыççăн ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Е.И.Афанасьев вăрçă çулĕсенче "Максимка" пулемет расчечĕн командирĕ пулнă. Елисей Иванович фашистсен çĕршер салтак-офицерне тĕп тунă. Аслă сержант темиçе хутчен те аманнă, госпитальте сывалнă хыççăн каллех строя тăнă. Виçпỹрт Шăмăршăри Н.Ф.Ильбеков Хĕвел анăç, Сталинград, Кăнтăр-Хĕвел анăç, 3-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. Çар журналисчĕ дивизи хаçачĕн редакторне çитнĕ, майор звани илнĕ. Шăмăршăра çуралса ỹснĕ В.Н.Никифоров лейтенант çыхăну подразделенийĕн командирĕ пулнă. Командовани унăн паттăрлăхĕпе хăюллăхне 5 орденпа тата медальсемпе хакланă. Вăрçă хыççăн Василий Николаевич службăра тата 33 çул тăнă. 1975 çулта ăна генерал-майор званийĕ панă. 2547 çын тăван района каялла таврăнайман, Тăван çĕршыва паттăррăн хỹтĕлесе пуç хунă. Хăш-пĕр çемьесенче 3-4 çынна çухатнă. Вырăс Чукалĕнчи Сергей Федоровичпа Ольга Степановна Рубцовсем хăйсен ултă ывăлне фронта ăсатнă. Федорпа Иван 1942 çулта вăрçăра пĕр хыпарсăр çухалнă. Андрей, Михаил тата Петр тĕрлĕ фронтсенче çапăçса пуç хунă. Тăван киле Степан кăна, хăрах алăллăскер, гимнастерка çине икĕ Мухтав орденĕ, чылай медаль çакнăскер, таврăннă. Никишино ялĕнчи Корчагинсен ултă ывăлĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Можаевсен, Шамкайри Юдинсен, Кивĕ Чукалти Карзановсен, Чукалти Нефедовсен тата Кокшинсен çемйисен пилĕкшер ывăл çуралнă яла çаврăнса килеймен. Районти тыл ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерĕве хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çывхартнă. Шăмăршă МТСĕн комбайнерĕ В.Фадеев производство планĕсене çуллен 2-3 хут ỹстерсе тултарса пынă. Ытти нумай-нумай колхозникпа рабочи те ĕçре пысăк хастарлăхпа палăрнă. Шăмăршă районĕнче пурăнакансем оборона фончĕ тата Хĕрлĕ Çар валли çар техники тума укçа-тенкĕ пуçтарма та активлă хутшăннă. Анат Чаткас ял Советне кĕрекен колхозниксем _ вĕсемех Чăваш Енре оборона фондне йĕркелесе яракансенчен пĕрисем _ 1941 çулхи çур акине кĕске срокра тата пысăк пахалăхпа ирттернĕшĕн тивĕçнĕ премие оборона фондне хывнă. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн коллективĕ "Чăваш Ен вăрманçи" танк колонни тума 50 пин тенкĕ укçа пуçтарса панă. Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Леля Николаева "Чăваш Ен пионерĕ" танк тума 20 пин тенкĕ укçа хывнă. Куншăн ăна патшалăхăн Оборона комитечĕн председателĕ И.В.Сталин Тав çырăвĕпе чысланă. Ворошилов ячĕллĕ колхоз авиаэскадрилья тума 120 пин тенкĕ пуçтарса панă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче хаяр вăрçă Аслă Çĕнтерỹпе вĕçленнĕ, фронтовкисем киле таврăнма пуçланă. Мирлĕ пурнăçра вĕсем районти колхозсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата учрежденисенчи чи йывăр ĕçсене кỹлĕннĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 мая 2008
00:00
Поделиться