Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван ялăм, унăн çыннисем

 

 

ÇУЛĂМСЕМ нумай пулин те, хам çуралнă Карапай Шăмăршă ялĕнче час-часах пулатăп. Кашни каймассерен çак ял çыннисен маттурлăхĕнчен, пултарулăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Урамĕсем _ тирпейлĕ, пĕчĕк пахчисенче _ чечек клумбисем, çурчĕсем кермен пек илемлĕ. Акă, юлашки çулсенче çĕкленнĕ çĕнĕ урамсем (Патăрьелне тухса кайнă çĕрте) пĕринчен тепри хăтлăрах, хуларинчен пĕртте кая мар. Çак ялта тĕлĕнмелле хастар çынсем пурăнаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пирĕн района килсен яланах çак сăмахсене калать: "Шăмăршăсем _ маттур çынсем!" Çак сăмахсем тỹрремĕнех Карапай Шăмăршă çыннисене те пырса тивеççĕ. Хăш енĕпе маттур-ха карапайсем? Ĕçченлĕхĕпе, кунĕн-çĕрĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçленипе. Тен, кунта официаллă йĕркеленĕ фермер хуçалăхĕсем йышлах та мар, анчах та уйрăм хуçалăхсем килĕсенче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Килти пахчасемсĕр пуçне, хирте хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Вĕсем ăçта мĕн акмаллине, мĕнле культура ăçта лайăхрах çитĕннине шута илеççĕ. Акă, юлашки çулсенче килти пахчара севок сухан туса илеççĕ, хирти çĕр лаптăкĕсенче çĕр улми тата выльăх апачĕ валли курăксем çитĕнтереççĕ. Миçе çĕр тонна ăсанать пулĕ кĕркуннепе çуркунне çĕр улми Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчен? Çĕр улми кăна-и, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан сутса укçа тăваçĕ. Тата вăрман та ырлăхне парать. Милĕк, шăпăр, кăмпа, çырла... Паллах, ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть. Карапай Шăмăршă ялĕ витĕр тĕп автотрасса иртнипе суту-илĕве вырăнтах йĕркелеме меллĕ. Халĕ рынок тапхăрĕ, суту-илỹ тума чару çук. Эпĕ ял поселенийĕн пуçлăхне акă мĕн сĕннĕ пулăттăм. Çак сутуçăсем валли вăрăм хăмаран çапса витресем лартма сĕтелсем тусан тата лармалли саксем ăсталасан аванрах пулĕччĕ. Тăраççĕ вара вăрмантан ывăнса килнĕ ватăсем хăйсен таварĕсене сĕнсе ура çинчех. Паллах, сĕтелпе сакă тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Карапай Шăмăршă ялĕнче ĕçчен çынсем пурăннине ытти районсем те, Пăва таранах лайăх ăнланаççĕ. Кĕркунне, хăйсен хуçалăхĕнчи ĕçсене пĕтерсен, ял çыннисем ушкăнĕ-ушкăнĕпе ытти çĕре ĕçлеме каяççĕ. Ĕçшĕн ăçта лайăх тỹлеççĕ, çавăнта кайса ĕçлеççĕ. Ỹркенмесĕр ĕçлеççĕ, ĕç укçине те тивĕçлипе илеççĕ. Канма пĕлетĕр-ши эсир, тесен, вĕсем çапла хуравлаççĕ: ĕçлеме пултарнă чух ĕçлесчĕ-ха, кахалланса ларнипе нимĕн те пулмасть. Ытти ялсенчи çынсем Карапай Шăмăршă çыннисем пирки çапла калаççĕ: "Карапайсем вĕсем _ пуян". Чăнах та, ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр тулăх пурнăç тума çук. Пỹрт-çурт ăшĕнчи тирпейлĕх, картишĕнчи, урамри тирпейлĕх куллен-кун тăрăшса туса пырсан кăна лайăх пулать. Хальхи пурнăçа тĕрĕс ăнланса, малашлăха шанса ĕçлесе пурăнать ялти ĕçчен халăх. Хам çуралса ỹснĕ ялта çакăн пек ĕçчен, пултаруллă, маттур çынсем пурăннишĕн чунтан савăнатăп. Яланах вĕсене çакăн пек тăрăшуллă пулма ырлăх-сывлăх сунатăп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2008
00:00
Поделиться