Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă вăрманĕнче тимĕр тăпри кăларнă

 

 

РЕСПУБЛИКА территорийĕнче çĕр айĕнчи пуянлăхсем çукки, паллах, пире пăшăрхантарать. Анчах пирĕн Шăмăршă районĕ пирки апла калама çук иккен. Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 1372-1901 çулсенче пулса иртнĕ ĕçсене çырса кăтартнă документа вуласан акă мĕн пĕлетпĕр: пирĕн тăрăхра тимĕр тăпри кăларнă иккен. Шăмăршă çывăхĕнче, Ирçе Тĕкки тата Мишер Тĕкки ялĕсем таврашĕнчи вăрманта ун чухнехи вăхăтшăн пысăк завод ỹссе ларнă. Унта тимĕр шăратнă. Завода титулярлă Советник Игнатий Андреевич Соловцов 1773 çулта туса лартнă. Инçех мар тепĕр заводра эрех хатĕрленĕ. Пугачев хăйĕн çарĕпе 1774 çулта Атăл тăрăхне çитсен, Улатăралла кайнă чух унăн çыннисем çак завода пынă. Çавăн çинчен çырса кăтартнă документра каланă тăрăх, заводра рабочисем йышлăн ĕçленĕ. Эрехе тимĕр шăратакан завода турттарнă, Мускава, Хусана, Чĕмпĕре те ăсатнă.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2008
00:00
Поделиться