Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттур, ентешĕмсем!

 

 

АПРЕЛĔН юлашки эрнинче Шупашкарта И.Я.Яковлевăн 160 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем иртрĕç. Шкул ачисем валли те тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç. Çавăн пек икĕ конкурса пирĕн районти шкул ачисем те хутшăнма тивĕçнĕ. Мультимедиллĕ презентаци конкурсне Шăмăршă шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ирина Яковлева хутшăнчĕ, республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ (наука ертỹçи _ И.П.Ухваркина). "Çăлтăрчăк" конкурсра вара Анна Ефимова (Шăмăршă шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен) тупăшрĕ. Республикăри вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче вĕренекен йышлă ача хушшинче виççĕмĕш результат кăтартма пултарчĕ. Хĕрачана çак конкурса З.В.Головинская учитель хатĕрленĕ. Конкурссем иккĕшĕ те Шупашкарти 10-мĕш номерлĕ шкулта иртрĕç

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2008
00:00
Поделиться