Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Эпир _ шăмăршăсем!", - тесе калар мăнаçлăн

 

 

"ТАСАТСА тăнă çĕрте мар, çỹпĕлемен çĕрте тирпейлĕ", - теççĕ ваттисем. Çакна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та тăтăшах калать, тирпей-илемшĕн кашни çыннăн тăрăшмаллине палăртать. Юр ирĕлнĕренпе районта экологи субботникĕсем пĕрре çеç мар иртрĕç ĕнтĕ, вун-вун тонна тасамарлăха пуçтарса свалкăна леçнĕ. Çапах та ĕçлемелли тем чухлех-ха. Тата çỹп-çапне те кашни кунах кăларса пăрахатпăр. Хамăр тирпейлĕ пулмасан, илемшĕн тăрăшмасан пирĕн хыççăн кам пуçтарса-йĕрке туса ĕлкĕртĕр ĕнтĕ? Ирпе çичĕ сехетрех ĕçе васкатăп эпĕ. Çурхи çут çанталăк илемĕпе, уçă сывлăшпа киленсе утатăп. Çĕмĕртсемпе чиесем, улмуççисем паян-ыран çеçке çурма хатĕрленеççĕ. Газон çинче ем-ешĕл курăк ешерет... Çапах та çĕкленỹллĕ кăмăла хуçаканни те тупăнать: тротуарпа газон çинче пушă пластик савăтсем, мороженнăй хучĕсем, сигарет пачкисем выртаççĕ. Сăра кĕленчи те _ юнашарах. Таçтан, Марс çинчен е кỹршĕ районтан килсе вараламан вĕт-ха пирĕн урама, хамăр район çыннисемех ашкăннă. Республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ Шăмăршăра çапла пулсан, районти ытти ялсем пирки мĕн калăн-ха? Канашлусенче кашни ялтах илĕртỹллĕ кану вырăнĕсем пулмалли çинчен те пĕрре çеç мар калаçнă. Кивĕ Шăмăршăпа Карапай Шăмăршăра çакăн пек хитре вырăнсем турĕç-ха. Ыттисем мĕншĕн тăрăшмаççĕ? Çывăхра канмалли, шашлăк пĕçерсе савăнмалли ятарлă вырăн çуккипех шăмăршăсем çумри вăрмана вараламаççĕ-и-ха? Çакна пашьелсемпе чукалсем пирки те каламалла. Кун пек чухне вăрманта пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Тĕрлĕ çĕре сапаланнă ушкăнсене вăрманçăсем тивĕçлипе пăхса-сăнаса тăраймаççех. Çак статьяра манăн тепĕр ыйтăва та хускатас килет. Темшĕн, пирĕн районта кил умĕнчи пĕчĕк пахчасенче чечек ĕрчетес йăла вăй илеймест-ха. Сухан е хăяр çитĕнтеретпĕр _ хитре чечексем валли вырăн тупаймастпăр. Армак-чармак ỹсекен йывăçсемпе тĕмсем те пỹрт умне илем кỹмеççех. Хăшпĕр çуртсен умĕсенче вара вĕлтĕренпе ытти хыт-хура çеç ешерет. Ман шутпа, чечек ĕрчетес енĕпе чăн малтан депутатсен, ял интеллигенцийĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. Вĕсен пахчисем илемлĕ пулсан, ыттисем те вĕсем пек пулма тăрăшĕç. Пĕрне курса тепри вĕренĕ, çапла вара ялĕпех чечек ĕрчетме пуçлăпăр. Çак ĕç валли тем чул укçа-тенкĕ кирлĕ мар вĕт-ха, илемлĕхшĕн, тăван ял чиперлĕхĕшĕн пурте тăрăшни çеç кирлĕ. "Шăмăршă районĕ _ илемлĕ", - теççĕ кỹршĕсем. Çак ырă ята яланах чыслăн тытасчĕ. "Эпир _ шăмăршăсем!" - тесе калар хуть те ăçта кайсан та. Тирпейлĕ пурăнакан çынсене яланах хисепленĕ, тăван ял илемĕшĕн пурсăмăр та тăрăшар.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2008
00:00
Поделиться