Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Палтиелсем _ иккĕмĕш

 

 

 

 

ÇАК кунсенче Канаш хулинчи Культура керменĕнче республикăри 1 8 финалти КВН вăййисем иртрĕç. Конкурсра пурĕ 19 команда ăмăртрĕ. Шăмăршă районĕн чысне Палтиелĕнчи вăтам шкулти "Бэта" команда хỹтĕлерĕ (руководителĕсем С.Сандркинапа Э.Невметова). Республикăри çакнашкал вăйăсене пĕрремĕш хут хутшăннă пулсан та, "Бэта" хăйне лайăх енĕпе кăтартрĕ, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ, сумлă Диплома тивĕçрĕ. Кĕркунне вара çак команда финалти вăйăсене хутшăнать. Вĕсенче те палтиелсем пысăк пултарулăхпа палăрасса шансах тăратпăр.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться