Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕтỹ тухрĕ çарана

 

 

 

ÇАНТАЛĂКА ăшах тесе калаймасан та, хĕвел шевлисем çĕр питне ачашланăçем тавралăх ешерсех пырать. Районта чи малтан "Миха" фермер хуçалăхĕ хăйĕн ĕнисене нумай çул ỹсекен курăксен уйне илсе тухрĕ. "Нива" хуçалăх ĕнисем вăрман хĕрринче, "Мир" хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксем çинче, "Карлинская" агрофирма ĕнисем çаран çинче çỹреççĕ. "Исток" тата "Восход" хуçалăхсем те хăйсен кĕтĕвĕсене ешĕл курăк çине кăларчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Николай Вазанов каланă тăрăх, выльăхсем валли хуçалăхсем 1250 гектар нумай çул ỹсекен курăксем, 40 гектар ыраш, 110 гектар çарансем уйăрнă. Вăрман хĕрринче кĕтме те 20 гектар çĕр пур. Кусемсĕр пуçне, çуркунне 116 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем акнă. Ăçта тата мĕн çитермелли пирки пăшăрханмалла мар _ çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме майсем çителĕклĕ. Кĕтỹçсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесен, вĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен туллин хавхалантарсан продукци илессине ỹстерме пулать. Паллах, чир-чĕртен тата кỹпĕнесрен асăрхасах тăмалла, ветеринари службин яланах сыхă пулмалла.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться