Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çур аки вĕçленсе пырать

 

 

РАЙОНТИ чылай хуçалăхра ирхи пĕрчĕллĕ культурăсене акасси вĕçленсе пырать. "Колос" Агрофирма" ЗАО ку енĕпе пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕ _ кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа 800 гектар тырă акрĕ. "Колосра" паян сахăр чĕкĕнтĕрĕ акаççĕ. "Исток", "Восход", "Нива", "Карлинская" хуçалăхсенче те юлашки гектарсене ылтăн вăрлăх варăнать. Районта усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçламалла. "Пĕр гектар çĕр те акăнмасăр юлмалла мар!" - çакăн пек хушу пачĕ иртнĕ канашлура ертỹçĕсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Çак сăмахсем хирте çĕр лаптăкĕ илнĕ уйрăм çынсене те пырса тивеççĕ. Çĕр çинче çум курăк çеç çитĕнтерекенсене кăçал пуçран шăлса каçармĕç. Штраф виçи самаях пысăк.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться