Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăри юрриллĕ çур аки

 

ÇАНТАЛĂК, ăшах мар пулин те, хĕвеллĕ. Тỹпере каçса кайсах тăри юрлать, хирте ир пуçласа каçчен тар тăкакан хресчене мухтать. "Бездна" фермер хуçалăхĕнче В.Шаталкин механизатор виçĕ сеялкăллă агрегатпа сĕлĕ акать. В.Саминов, С.Иванюков, Г.Филимонов, В.Константинов сеяльщиксем ĕç пахалăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Сĕлĕ 100 гектар йышăнĕ, ун хыççăн урпа акма пуçлĕç. Черетре _ тулă. А.Сатеев фермер каланă тăрăх, çурхи тырăсене 600 гектар акасшăн. Паха вăрлăхпа тата минераллă удобренипе туллин усă курса акни тухăç пысăк пуласса шанма май парать. Хуçалăхра 350 гектар çинчи кĕр тыррисем те аван хĕл каçнă. А.Шикин механизатор агрегачĕ калчасене минераллă удобренипе апатлантарать. _ Районта çурхи ака-суха ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ, - пĕлтерчĕ пире район администарцийĕн ял хуçалăхĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ В.Севрюгин. _ Паян-ыран "Восход", "Исток" тата "Колос" хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ культурăсене акасси вĕçленмелле. "Колосра" сахăр чĕкĕнтĕр акаççĕ, çак культура кунта 600 гектартан кая мар йышăнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться