Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спектакльпе савăнтарчĕç

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсем, хăйсен руководителĕ В.В.Медведева ертсе пынипе, "Вася-принц" юмах-спектакль хатĕрлерĕç. Çак спектакле ачасем вырăнти "Василек" ача сатĕнче лартса пачĕç. Пĕчĕккисем инсценировкăллă вырăс юмахне çав тери ăшшăн йышăнчĕç. Тĕп рольсенче Александр Лаврентьев (Король), Анна Кондратьева (Королева) тата Алексей Сергеев (Принц) ăста вылярĕç. Ытти ачасем те хăйсен ролĕсене витĕмлĕн кăтартса пачĕç. "Пирĕн пата спектакльсемпе татах килĕр", - терĕç ача сачĕн воспитанникĕсем.

 

 .



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться