Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывлăх _ пирĕн пуянлăх

 АМРĂКСЕМ _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта мероприятисем тăтăшах пулса иртеççĕ. Çак кунсенче "Сывă-и, çуркунне!" ятпа çăмăл атлетсен кроссĕ иртрĕ. Ачасем виçĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç. 1995-1996 çулсенче çуралнисем хушшинче Н.Тимошкинапа А.Кондратьева çитекенни пулмарĕ. 1993-1994 çулхисем хушшинче Л.Тутаева, Д.Тимошкин мала тухрĕç. 1991-1992 çулхисем хушшинче малти вырăнсене А.Ишмуллинапа А.Антонов йышăнчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться