Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малтанхи пионерлагерь асăмрах

 

88 ÇУЛА çитсе пыратăп пулсан та, хама 18 çулти пек туятăп. Тем тесен те, чун тени ватăласшăн мар çав. Ватлăх çулĕсенче çамрăклăх та час-часах аса килет _ çав ырă тапхăр нихăçан та манăçмасть. 18 çулта чухне, Кивĕ Чукалта учительре ĕçленĕ вăхăтра, пуш уйăхĕ вĕçленсен, комсомол райкомĕ мана пионер уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕ. Ман тĕп ĕç _ районти шкулсенче пионерсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырассиччĕ. Çавна май 1938 çулхи ака-çу уйăхĕсенче кашни шкулах çитсе куртăм, колхозсенче те пултăм. Çапла майпа вара Баскак ял Совечĕн территорийĕнче çĕртме-утă уйăхĕсенче икĕ сменăпа ĕçлекен пионерлагерь уçма килĕшỹ туса хатĕрлерĕмĕр. Çак ĕçе йĕркеленĕшĕн эпĕ тав тунине те тивĕçнĕччĕ. Лагерьте кашни колхозранах 2-3 ача каннăччĕ. Ун чухне вĕсем 12-14 çултаччĕ. Тен, çав вăхăтра лагерьте пулнисем мана ас тăваççĕ те пулĕ-ха. Мĕншĕн тесен, эпĕ унта темиçе хутчен те пулнă. Пионерлагерь начальникĕ Николай Иванович Воронцовччĕ. Вожатăйсен ячĕсем вара темшĕн асра юлман _ вăхăчĕ те унтанпа самаях иртрĕ те... Пурлăх тĕлĕшĕнчен Матрена Герасимовнапа Алексей Фадеевич Дедушкинсем яваплă шутланатчĕç. Васан ялĕн çыннисемччĕ вĕсем, хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлатчĕç. Пурнăçри ырă ĕçсемпе пулăмсем асра юлаççех. Ачалăхра _ пушшех те. Тен, çав вăхăтра лагерьте каннă пионерсен халĕ аса илмеллисем темĕн чухлех пулĕ. Çавăн пирки хаçата çырса пĕлтерсен те аван пулнă пулĕччĕ. Мĕн тесен те, хăйне майлă историллĕ пулăм вĕт: пĕрремĕш пионерлагерь, малтанхи канакансем... 1938 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче мана Пулмантăш шкулне, ачасене математикăпа физика вĕрентме ячĕç. ... 70 çул каялла шкул ачисен çуллахи канăвне усăллă ирттерме йĕркелесе яма пултарнăшăн хама халĕ те телейлĕ тесе шутлатăп.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться